Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йышпа ĕçлесен йынăшмастпăр

Районти шалти ĕçсен пайĕн итоглă канашлăвĕнче республикăри Шалти ĕçсен министерствин представителĕ те, район пуçлăхĕ те, прокурор та, район кураторĕ те иртнĕ çулхи милицин ĕçĕ-хĕлне начар мар хак панă. Райшалĕçпайĕнчи оперативлă служба ĕçĕн эффективлăхне ÿстермелли 2006 çул валли йышăннă мерăсене пăхăнни, пурнăçлани пĕтĕмĕшле лару-тăрăва та ла-йăхлатнă. Çулталăк итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май пирĕн хаçат сотрудникĕ райшалĕçпайĕн начальникĕпе Николай Дмитриевич Ванинпа калаçнă.

– Николай Дмитриевич, милици ĕçченĕсем умĕнче Эсир иккĕмĕш хут хăвăрăн ĕçĕре пĕтĕмлетрĕр. Район территорийĕнче оперативлă лару-тăрăва танлаштаруллă хак пама май пур темелле. Ку тĕлĕшпе мĕн каланă пулăттăр;

– Йышпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен нихăçан та йынăшмастпăр та, йăнăшмастпăр та. Хамăрăн ĕçе чăн малтанах çапла хак парас килет. Маларахрипе танлаштарсан, 2006 çулхи район милицийĕн ĕçĕ-хĕлне чăнласах та начар мар тесе хакламалла. Çакна пĕтĕмлетме хăш-пĕр кăтартăва танлаштарам. Чăн малтанах район территорийĕнче преступлени тăвасси чакни кăмăллă. Маларахри çулхипе танлаштарсан, вăл 14 факт е 3, 9 процент сахалтарах. Вăл шутра криминаллă милици енĕпе преступлени тăвасси тата ытларах пĕчĕкленнĕ. 2005 çулта вĕсене 78 тĕслĕх шута илнĕ пулсан, пĕлтĕр 64 факт çеç. Е тата йывăр преступленисене уçса парассипе виçĕм çул 75 процент çеç пулнă, пĕлтĕрхи кăтарту – 100 процент.

– Преступленисен ытларах пайне мĕнле сăлтавлатăр;

– Преступлени тăвассин калăпăшĕнче тĕп пайĕ чылай чухнехиллех вăрлассипе çыхăннă. Хальхинче те мĕн пур ĕçсен 35, 8 проценчĕ ют пурлăха çаратни. Иккĕмĕш вырăнта – пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайса хĕнесе пĕтерни.

– Вырăнсенче милици сотрудникĕсене чăн малтанах алă тăсса пулăшаканĕсем – ял тăрăх пуçлăхĕсем. Вĕсемпе мĕнлерех çыхăнура ĕçлетĕр;

– Çапла, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, ĕçкĕçсемпе кĕрешес, çемьери харкашусене лăплантарас, çул çитмен ачасене кирлĕ пек воспитани парас, вĕсене преступлени тăвассинчен асăрхаттарас ĕçсенче пире чăн малтанах вырăнти ял тăрăх администрацийĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Ытти профилактика субъекчĕсемпе тĕллевлĕ те конкретлă ĕçлес тĕлĕшпе эпир кашни ял тăрăхĕнчех (вĕсем мĕн пурĕ 19-ăн) милицин участокри пункчĕсене уçнă. Вĕсенчен çиччĕшĕ ятарлă пÿлĕмсене вырнаçнă.

– Ĕлĕкрех йĕрке хуралçисене халăх дружинисем те пысăк пулăшу паратчĕç. Ку чухне вĕсен витĕмĕ еплерех-ши;

– Пытарма кирлĕ мар, пĕр вăхăтра вĕсен витĕмĕ сисĕмлех пулмарĕ. Хальхи вăхăтра вара халăх дружинисем обществăлла йĕркелĕхе сыхлас ĕçре пысăк вăй пулма пуçларĕç. Паян район территоринче 43 дружинник. Преступлени тăвакансене, право йĕркисене пăсакансене хирĕç профилактика тăвас тĕлĕшпе, сăмахран, 2006 çулта пĕрлехи 175 рейд ирттернĕ, вĕсенче административлă йĕркелĕхе пăхăнман 180 тĕслĕхе тупса палăртнă. Дружинниксем вĕсене активлă хутшăннă.

– Николай Дмитриевич, хальхи вăхăтра Сире ытларах мĕнле ыйту пăшăрхантарать;

– Пысăк преступлени яланах пĕчĕккинчен, сарăмсăрринчен пуçланать. Кирек мĕнле çын та саккуна пăсассине малтанах банк çаратассинчен е çын вĕлерессинчен пуçламасть. Хальхи вăхăтра çул çитмен ачасем хура ĕç тăвассипе çыхăннă тĕслĕхсем чакманни, вăл пĕлтĕрхи шайран та ытларах пулни шухăшлаттарать. Çак тĕллевпе пирĕн малашне профилактика ĕçне вăйлатмаллах. Ку ĕçе ача шăпипе, малашлăхĕпе çыхăннă мĕн пур субъектсене явăçтармалла.

Çул-йĕр çинчи автоаварисем ÿсни те районти патшалăх автоинспекцин ĕçченĕсене хăйсен яваплăхне ÿстерме, профилактика ыйтăвĕпе ытларах тимлеме хистет. Сăмахран, 2006 çулта çул çинче 45 автоавари пулнă, виçĕм çул вара – 37 çеç.

– Çĕнĕ 2007 çулта мĕнле тĕллевсемпе, ĕмĕт-тĕллевпе ĕçе пикентĕр;

– Пирĕн кашни кунхи ĕç районти оперативлă лару-тăрăва тишкернинчен пуçланать. Çавăнпа та обществăлла хăрушсăрлăха тытса тăрасси, преступлени тăвассине чакарасси, район халăхĕшĕн лăпкă та тăнăç пурнăç туса парасси – милици сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕрисем.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 января 2007
00:00
Поделиться