Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи кирлĕ ыйтусене çивĕчлетнĕ

Черетлĕ канашлура район пуçлăхĕ Н.Глухов çĕнĕ ĕç эрнин тĕллевĕпе паллаштарнă май, структура подразделенийĕсен ертÿçисен, муниципаллă унитарлă предприятисен, налук службисен представителĕсен кĕске отчечĕсене итленĕ. Ун хыççăн районăн иртнĕ эрнери ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕмĕшпе илсен, районта пысăк пăтăрмахсем пулман. Çанталăк çав-çавах ăшă тăрать пулин те хутмалли сезон ăнăçлах тăсăлать. Çапах та çулсем айĕпе шыв юхса каçакан пăрăхсене лайăх пăхса тăмалла. Çуркунне вĕсем йывăрлăх кăларса ан тăратчăр.

Планеркăра хускатнă тепĕр çивĕч ыйту – урамсене тирпей-илем кĕртесси. Патăрьелĕнче пулас çĕнĕ храм, палăк-монумент таврашĕ пирки уйрăмах тăтăшах тимлĕх, тирпей кирлĕ.

Ял халăхĕ Патăрьелĕнче хĕвел тухăç микрорайонтан автовокзала çити ятарлă автобуссем çÿретес ыйтăва тахçанах хускатнă. Çывăх вăхăтра вăл татăлас шанăç пур. Канашлура район пуçлăхĕ Н.Глухов кун пирки шанчăклах каланă.

Черетлĕ канашлура райшалĕçпайĕн оперативлă кăтартăвĕсене итленĕ хыççăн, район ертÿçи суррогатлă алкоголь продукцийĕсене сутма чарас пирки калаçăва çивĕчлетнĕ. Кунтах килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцине сутма кирлĕ пек услови туса парасси пирки те калаçнă.

Çак эрнере ял тăрăхĕсенчи активпа пĕрле шкул директорĕсен отчечĕсене итлесси пуçланмалла.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, район пуçлăхĕ Н.Глухов вырăнсенче приоритетлă наци проекчĕсене, тĕрлĕ шайри программăсене пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 января 2007
00:00
Поделиться