Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вунăкунлăх иртрĕ

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта директор хушăвĕпе килĕшÿллĕн пушартан сыхланса туса пымалли ĕçсене мĕнле пурнăçа кĕртнине тишкерес тĕллевпе вунăкунлăх ирттерчĕç. Ятарлă план турĕç. Унпа килĕшÿллĕн конкурссем, викторинăсем йĕркелерĕç, диктантсем, сочиненисем çырчĕç. Класс сехечĕсен вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Çул çинче, юханшыв çывăхĕнче, çунтармалли-сĕрмелли шĕвексемпе асăрхануллă пулмаллине калаçрĕç.

ВДПО, пушар хуралĕн инструкторĕсемпе А.Андреевăпа, Н.Селивановăпа тĕл пулу ирттерчĕç. Вĕсем районта вут-кăвара пула тухнă инкексем çинче чарăнса тăчĕç. Асăрхануллă пулма сĕнчĕç. Видеофильмсем кăтартрĕç. Кĕçĕн классем районти пушар чаçĕн музейĕпе паллашрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем эстафетăра ăмăртрĕç. Вунăкунлăха хастар хутшăнакансене, чи тăрăшуллисене директор çумĕ О.Кудряшова Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 января 2007
00:00
Поделиться