Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Урамсем таса пулччăр

Раççей Федерацийĕн халăхпа территорисене çут çанталăкпа тата техникăпа çыхăннă инкексенчен сыхласси, пушар хăрушсăрлăхĕ, вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен калакан саккунĕсене пурнăçлас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов районти ялсенчи урамсене çÿп-çапран тата вутă-шанкăран тасатасси пирки хушу кăларнă.

Çак хушупа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ялсенче çÿп-çапа, вутă-шанка, стройматериалсене урамсенчи иртсе çÿремелли вырăнсенчен тасатас пирки мероприятисем йĕркелеме сĕннĕ. Вĕсем пушар сÿнтерекен тата ытти техникăна çÿреме ан кансĕрлеччĕр. Çавăн пекех шыв юхтаракан пăрăхсене таса тытассине те куллен тĕрĕслесе тăмалла. Тунă ĕçсем çинчен кашни кварталта пĕлтермелле



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 января 2007
00:00
Поделиться