Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв хĕлле те хăрушă

Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн, район пуçлăхĕ Н.Глухов Патăрьел районĕнчи шыв объекчĕсенче хĕллехи вăхăтра та çынсем валли хăрушсăрлăх туса хурасси пирки хушу кăларнă.

Çак хушура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăх туса хумашкăн тивĕçлĕ мероприятисем пурнăçлама сĕннĕ. Çав тĕллевпе территорири предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ăнлантаруллă-асăрхаттаруллă ĕçсем туса ирттермелле, вĕ-ренÿ йĕркелемелле. Вĕсем халăха хĕллехи вăхăтра та шыв çинчи инкексенчен сыхланма пулăшчăр. Çанталăк ăшă тăнипе çакăн пирки уйрăмах тимлĕ пулмалла. Пăр урлă каçса çÿремелли вырăнсемпе (вĕсем пур пулсан) усă курма чармалла. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене пăр çинчи тата пăр кайнă чухнехи хăрушлăх пирки тăтăшах асăрхаттарса тăмалла.

"Авангард" (газета Батыревского района)
20 января 2007
00:00
Поделиться