Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ПАТĂРЪЕЛ – пилотлă район шутĕнче

Юнкун, январĕн 17-мĕшĕнче, районта Пĕр-лĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Çĕнĕ çулта пĕр-ремĕш хут пирĕн районта çак тĕллевпе Чăваш Республикин Физкультура, спорт, туризм министрĕ, хамăр ентеш А.Николаев ертсе пыракан пысăк ушкăнĕ ĕçлерĕ. Çавăн пекех информушкăнра ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, “Чувашкино” патшалăх учреждени директорĕ Н.Медведев, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри “Фармация” Патшалăх унитарлă предприяти генеральнăй директорĕ В.Филимонов пулчĕç.

Информаци кунĕн тĕп тĕллевĕ – Чăваш Республикин 2007 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем тата Чăваш Республикин Президенчĕн “Ача çулталăкĕ” çинчен калакан Указне, “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртни.

Пĕрремĕш тĕл пулу Патăрьелĕнчи професси училищинче иртрĕ. Кунта район пуçлăхĕ Н.Глухов ял хуçалăх производство кооперативĕсен, предприятисен ертÿçисен умĕнче çĕнĕ çулта пĕрлехи вăйпа, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелли тĕллевлĕ те малашлăхлă ыйтусене хускатрĕ.

– Пĕрлĕхре, ăнланура çеç вăй, тĕрек, ырă пуласлăх. Ял хуçалăхĕ мĕнле аталанса пырасси те, район малалла мĕнле аталанасси те пурте пĕр шухăшлă пулнинчен килет, – терĕ вăл кĕскен ертÿçĕсем умне задачăсем лартнă май.

Училищĕри пĕрлехи тĕл пулу хыççăн информаци кунне хутшăннисем виçĕ ушкăна пайланса район пурнăçĕпе паллашрĕç, халăхпа тĕл пулчĕç, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç.

Район пуçлăхĕ Н.Глуховпа ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕ А.Николаев ертсе пыракан ушкăн Турхан ял тăрăхĕнче пулчĕ. Вăрман çывăхĕнчи çак ялта пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри – вăхăтĕнче туса лартнă пысăк спорт залĕ ĕçлеменни. Выртан каска мăкланнă евĕр, çулсем ирт-нĕçемĕн кирпĕч çурт хăйĕн сĕмне çухатать. Çавăнпа ăна ял ачисемпе çамрăксем, спорта юратакансем валли усă курма юрăхлă тумаллах. Малалла Патăрьелĕнчи ачасен спорт шкулĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç, вĕсен кăтартăвĕсемпе, малашлăхĕпе паллашрĕç. Çавăн пекех пулас çĕнĕ стадиона çитсе курчĕç.

“Фармация” патшалăх унитарлă предприяти генеральнăй директорĕ В.Филимоновпа район больницин тĕп врачĕ Н.Тинюков ертсе пыракан информушкăн Патăрьелĕнчи тĕп аптекăпа, Туçари аптека пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, халăха эмелпе мĕнле тивĕçтернипе паллашрĕç, аптека заведующийĕсемпе, тĕп больница ĕçченĕсемпе наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ку таранччен пурнăçланă ĕçсене сÿтсе яврĕç, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕллевлĕ программăсем çинче чарăнса тăчĕç.

Яллă вырăнсенчи тĕп ыйтусенчен пĕри – ял хуçалăх отрасльне аталантарасси, халăхăн пурнăç шайне ÿстересси, ялăн сăн-сăпатне çĕнетсе улăштарасси. “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртни шăпах çак ыйтусене татса пама пулăшать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина 2007 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсемпе паллаштарнă май, паянхи условисенче йÿнерех майпа продукци нумайрах туса илмелли витĕмлĕ мелсем çинче чарăнса тăчĕ, малашне патшалăх ĕçĕн юлашки результачĕсем тăрăх çеç кивçен пулăшу укçи уйăрассине каларĕ. Тĕш тырă, аш-какай туса илессипе районăн вăтам кăтартăвĕнчен кая юлнă хуçалăхсем çав çăмăллăхсемпе усă кураймĕç. Урăхла каласан, туса çитереймен пĕр центнер продукци те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Ун пек чухне ятарласа элита вăрлăх туса илессипе, ăратлă выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерессипе ĕçлекен хуçалăхсен уйрăмах пысăк тупăшшăн тăрăшма тивĕ. Çĕнĕ çулта патшалăх ăнăçлă та тупăшлă ĕçлекен хуçалăхсене çеç алă тăсса парĕ. Ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене пурнăçа кĕртме патшалăхран укçа-тенкĕ илесси те çакăнтанах килет. Çав вăхăтрах министерство представителĕ Патăрьелсене çунатлантармалли, хавхалантармалли сăмах каласа та хакларĕ:

– Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, Патăрьелсем пилотлă район шутланаççĕ. Çавăнпа та Раççей, Чăваш Президен-чĕсен шайĕнчи программăсемпе наци проекчĕсене, правительство йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре яланах эсир малтисем, кăтартуллисем шутланнă. Малашне те çак йĕрке çирĕп пулĕ. Кун валли сирĕн влаçри çынсем те витĕмлĕ, ертÿçĕсем те вырăнлă тесе шутлатăп, – терĕ С.Енилина хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетсе.

Ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен информаци ушкăнĕ юлашкинчен районти ветеринари станцийĕпе, кунти анализсем тăвакан лаборатори ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, коллективпа тĕл пулса калаçрĕ. Çак служба выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас, унтан пахалăхлă та нумай продукци туса илес ĕçре питĕ пысăк вырăн йышăнать. Патшалăх ялсенче пĕчĕк формăллă хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредитпа ăнланса усă курма пуçланă хыççăн, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраса ăна сутакансем пушшех йышланчĕç. Çавăнпа малашне чир-чĕртен асăрханасси, унтан асăрханасси тата асăрхаттарасси вăйланĕ. Республикăри патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов тĕл пулура служба ĕçченĕсен умне çивĕч тĕллевсем лартрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 января 2007
00:00
Поделиться