Пĕрлехи канаш – ĕсре
Çакăнпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать те педагогика коллективĕпе канаш. Çур çула 22 ача “
Канаш ĕçĕнче ачасен ашшĕ-амăшĕнчен М.Харитонов, А.Зайцева ырă сĕнÿсем параççĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи ларура, акă, уява асра юлмалла ирттерес ыйтăва пăхса тухнăччĕ. Чăнах та кăмăллă пулчĕ вăл. Укçа-тенкĕ енĕпе, парнесемпе пулăшакан спонсорсем тупăнни савăнтарчĕ. Акă, Р.Санзяпов Хĕл Мучи, Юр пике валли уяв костюмĕ илсе пачĕ. Ачасене юмахсенчи тĕрлĕ персонажăн тумне парнелерĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Р.Санзяпов акт залне капăрлатма, илемлетме пулăшрĕ. Ташăçăсен конкурсне ирттерме хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕ мăшăрсене пиншер тенкĕ парса хавхалантарчĕ. Шкулти чи лайăх вĕренекене те парнесĕр хăвармарĕ. Ăна Г.Ахметова тивĕçрĕ. Çавăн пекех И.Хамдеев, А.Ямалетдинов, А.Айбетов, И.Сабирзянов пулăшнипе ачасем пылак çимĕçлĕ пулчĕç.
Уява уяв пек йĕркелеме вĕренекенсем хăйсем те хутшăнаççĕ. Вĕсем тÿлевлĕ концерт лартаççĕ. Пухăннă укçана пĕрлехи мероприятинче усă кураççĕ.
Ялсенчен вĕренме çÿрекенсене шкул автобусĕ турттарать. Уроксем хыççăн та киле васкамаççĕ ачасем. Компьютер класĕ ĕçлет. Президент программипе килĕшÿллĕн 12 электронлă шутлав машини вырнаçтарнă. Интернета тухма пулать.
Кăнтăрла ачасене вĕри апат çитереççĕ. Январь уйăхĕнчен ăна кашнийĕнчен çĕршер тенкĕ пухаççĕ. Шкул пахчинче çитĕнтернĕ пахча çимĕçрен тĕрлĕ салат тăваççĕ. Иккĕмĕш блюдăна аш-какайран хатĕрленĕ апатсемпе параççĕ. Сĕтел çинчен çăкăр татăлмасть. Садра çитĕнтернĕ панулмине Çĕнĕ çулччен çисе савăнчĕç.
Пĕрлехи тăрăшулăхпа çитĕнÿ тума пулатех. Çавăнпа педагогсем вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе çыхăнура ĕçлеççĕ.