Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Килте сунар пăшалĕ пулсан

Районта сунар пăшалĕ тытакансем пур. Анчах чылайăшĕ ăна ăçта, мĕнле упрамалли пирки пĕлмест. Чи малтан çакна асра тытмалла: пăшала сÿтсе ятарлă тимĕр шкафра çеç упрамалла. Шкафа урай е стена çумне шанчăклăн çирĕплетсе хумалла. Патронсене те çак шкафах хумалла, анчах та вĕсене валли уйрăм секци пулмалла. Пăшала, патронсене уйрăмшар çăрапа питĕрмелле. Уçăсем сунарçăра хăйĕнче çеç пулмалла.

Хăш-пĕрин сунар пăшалĕ юсавсăр та пулма пултарать. Çакă вара сунар вăхăтĕнче пысăк инкек патне илсе пырать. Çакнашкал пăшала милицин лицензи çырса паракан службине килсе памалла.

Хĕç-пăшал сутнă-туяннă е тепĕр çынна парнеленĕ чухне лицензи службинче тивĕçлĕ документ тутармалла.

Енчен те килте ватă сунарçăн тахçанхи пăшалĕ пулсан, ăна милицие килсе çемье членĕ çине куçарттармалла.

Хĕç-пăшала кашни 5 çултан милицие килсе регистраци тутармалли пирки кашни сунарçă пĕлет, анчах йĕркене пурнăçламаннисем те тĕл пулаççĕ. Палăртнă вăхăтра лицензи службине килсе пăшалпа усă курмалли срока малалла тăстарманнисене пуçран шăлса каçармаççĕ. Йĕркене пăснăшăн, КоАПăн 20.11 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, чи пĕчĕк ĕç укçин 3 виçинчен пуçласа 10 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ.

Хĕç-пăшала упрас ĕçре йĕркене пăснăшăн Ко- АПăн 20.8 статйин ик-кĕмĕш пайĕпе килĕ-шÿллĕн, чи пĕчĕк ĕç укçин 5 виçинчен пуçласа 20 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ е хĕç-пăшала туртса илеççĕ.

Сăмахăма вĕçленĕ май, çапла калас килет. Хĕç-пăшал – тимĕр вутне салатакан хатĕр. Çавна май ăна яланах шанчăклăн упрамалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 января 2007
00:00
Поделиться