Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕнекепе – Çĕнĕ çула

Патăрьелĕнчи шкул-интернатра ача-пăча писателĕпе Т.Крюковăпа тĕл пулу пулчĕ. Ăна республикăра иртекен “Кĕнекепе – Çĕнĕ çула” фестивале хутшăннă май йĕркелерĕç. Маларах автор кĕнекисемпе вулакансен конференцийĕ ирттерчĕç. Илемлĕ фильм пăхрĕç. Унăн ĕçĕсенче ачасен туслăхĕ палăрчĕ. Çавăнпа вĕсене вулама та, пăхма та кăмăллă пулчĕ. Ÿкерчĕксем йышлă турĕç. Тĕл пулăва наци тумĕпе хутшăнчĕç, хăнана чăваш фольклорĕпе паллаштарчĕç.

Тамара Шамильевна хăй те пушă алăпа килмен. Шкула кĕнекисене парнелерĕ. Малашне ачасен интереслĕ пурнăçне калавсенче çутатма пулчĕ. Тĕл пулăва республикăри ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн, тĕп библиотека ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Хăнана ачасем хăйсем ăсталанă чăваш орнаменчĕпе илемлетнĕ парнесем пачĕç, час-часах килсе çÿреме ыйтрĕç.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 января 2007
00:00
Поделиться