Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пуканçăсен турнирĕ

Анат Туçари тĕп шкулта Европа чемпионĕн Борис Глинкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен турнирĕ иккĕмĕш хут иртнĕ. Унта районти 13 шкултан 87 çамрăк спортсмен хутшăннă. Тупăшусем вăтам шкул атлечĕсен ушкăнĕнче ултă виçере, тĕп шкулсен ушкăнĕнче пилĕк виçере иртнĕ.

Ăмăртура чи вăйлисене, чи чăтăмлисене, техникăна чи лайăх пĕлекенсене палăртнă. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче абсолютлă чемпион ятне Анат Туçа шкулĕнчи Евгений Глинкин, Б.Н.Глинкинăн тăванĕ, вăтам шкулсен ушкăнĕнче Сăкăт шкулĕнчи Владимир Кузьмин çĕнсе илнĕ. Призлă вырăнсене йышăннисене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чысланă.

Командăсем хушшинче Сăкăт тата Анат Туçа шкулĕсен атлечĕсем мала тухнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
17 января 2007
00:00
Поделиться