Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрремĕш ĕç эрнине пĕтĕмлетнĕ

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче çĕнĕ 2007 çулхи пĕрремĕш ĕç эрнине пĕтĕмлетнĕ, çитес тапхăр валли тĕллевсем лартнă.

Тĕпрен илсен, 2006 çул пирĕн районшăн ăнăçлă та, тухăçлă та иртнĕ. Хальхи вăхăтра районти экономика служби иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе çĕнĕ çулталăк валли плансем хатĕрлет. Иртнĕ эрнере, акă, районти шалти ĕçсен пайĕпе вĕрентÿ учрежденийĕсенче итоглă канашлусем иртнĕ.

Кăçалхи хĕл хăйĕн кăра çиллине кăтартмарĕ-ха. Çавна май районта хутмалли тапхăр ăнăçлă тăсăлать, резерв топливо кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Халăх та, организаци-предприятисем те çут çанталăк газĕпе вăхăтра татăлса пыраççĕ, ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке тунă.

Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те районти çулсене пăхса, тирпейлесе тăраççĕ. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе йывăрлăх çук. Маршрутлă автобуссем те, шкул автобусĕсем те пĕр пăтăрмахсăр çÿреççĕ.

Планеркăра район пуçлăхĕ Н.Глухов Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕн пултарулăхĕ çинче те чарăнса тăнă. Иртнĕ эрнекун вĕсем халăха ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Дергунов лартнă “Шĕкĕ” спектакле кăтартнă, ăна халăх ăшшăн йышăннă. Çапах та район ертÿçи паян культура учрежденийĕсене модернизацилесе халăхăн йăли-йĕркине тытса пырас ĕçре çамрăксене ытларах явăçтармаллине каланă. Кун валли районта мехел çителĕклĕ. Акă, сăмахран, хальхи вăхăтра виçĕ фольклор ушкăнĕ, виçĕ театр, икĕ хор хăйсен пултарулăхĕпе, тивлечĕпе хисеплĕ “халăх” ята илнĕ.

Районта наци проекчĕсене мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине хак панă май, район пуçлăхĕ Н.Глухов ялсенчи врач офисĕсенче, агропромышленность комплексĕнче тата ыттисенче те квалификациллĕ аслă специалистсем кирлине палăртнă. Ку тĕлĕшпе çамрăксене ялта ĕçлесе пурăнма паянхи кун условисем çителĕклĕ: пурăнмалли çурт-йĕр тума тĕрлĕрен çăмăллăхсем пур, пур çĕрте тенĕ пекех газпа хутса ăшăнаççĕ, çывăх вăхăтрах шыв ыйтăвне татасшăн, çул-йĕре çĕнетеççĕ, вĕрентÿ, сиплев учрежденийĕсем, библиотекăсем паянхи кун ыйтнă пек çĕнелеççĕ тата ытти те. Халăхăн, çамрăксен пурнăç условийĕсене тата лайăхлатас тĕлĕшпе те тĕллевсем пысăк. Район пуçлăхĕ Н.Глухов асăннă канашлура вĕсене тепĕр хут çивĕчлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 января 2007
00:00
Поделиться