Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăк итогĕсемпе

Райадминистрацин залĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн работникĕсен итоглă канашлăвĕ пулса иртнĕ. Милици работникĕсен çулталăкри ĕçĕ-хĕлне пăхса тухмалли канашлăва Республикăри шалти ĕçсен министрĕн çумĕ милици полковникĕ В.Григорьев, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ милици подполковникĕ Н.Ванин, район пуçлăхĕ Н.Глухов, район прокурорĕ В.Мясников, райшалĕçпайĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ А.Якимов хутшăннă.

Канашлура районти шалти ĕçсен пайĕн çулталăкри ĕçĕ-хĕлĕпе штаб начальникĕ М.Багаутдинов паллаштарнă. Тĕп доклад хыççăн Республикăри шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Григорьев, район пуçлăхĕ Н.Глухов, район прокурорĕ В.Мясников, районăн тĕп кураторĕ В.Иванов тухса калаçнă. Тĕпрен илсен, районти милицин 2006 çулхи ĕçне начар мар хак панă.

Канашлура районти криминаллă милици начальникĕ С.Измуков, хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ И.Киргизов, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделени начальникĕ В.Кузнецова хăйсен ĕçĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă.

Милици сотрудникĕсен итоглă канашлăвне Патăрьел, Шăнкăртам, Сăкăт, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăннă. Малашлăхра шăпах çакнашкал пысăк ял тăрăхĕсенче милицин участокри пункчĕсене уçасшăн.

Канашлăва çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата адмкомисси членĕсене те явăçтарнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 января 2007
00:00
Поделиться