Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăк ăнăçлă иртрĕ

Шăнкăртам ялĕнче спорта юратакансем яланах йышлă пулнă. Кунтан республика, Раççей чемпионĕсем тухнă, чылай спортсмен мастер е мастер кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Хальхи ăру та аслисен чысне çĕре ÿкермест. 2006 çулта Шăнкăртамăн çамрăк атлечĕсем палăрмаллах ÿсĕмсем турĕç.

Ялта виçĕ çул ытла ĕнтĕ районти çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕн филиалĕ ĕçлет. Кунта кĕрешме тата армспорт енĕпе 1-мĕш категориллĕ тренер Ильфак Алеев вĕрентет.

Шăнкăртамри филиал воспитанникĕсем пĕлтĕр тĕрлĕ шайри 33 ăмăртăва хутшăннă. 11 шкул ачи Чăваш Республикин çĕнтерÿçисем тата чемпионĕсем пулса тăнă, вăл шутра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе М.Налиба, А.Алеев, Р.Садаров, И.Тараков, армспорт енĕпе Ренис Салихов, Радик Салихов, Э.Сулейманова, А.Алеева, Ч.Муллина, И.Кучатов, Д.Сафьянов.

25 ытла спортсмен республикăри призерсен шутне кĕме пултарнă.

Филиалра вĕренекенсем Чăваш Ен тулашĕнче те ăмăртнă. Акă, тутарла-пушкăртла кĕрешсе Хусанпа Саранскра М.Налибапа А.Алеев паттăра тухнă, М.Глуховпа И.Шамсутдинов иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ульяновскра чăваш кĕрешĕвĕн ăмăртăвне те хутшăннă шăнкăртамсем. Кунта И.Тараков, Р.Садаров, А.Алеев, М.Налиба çĕнтернĕ, Э.Шамшетдинов, И.Чабатов, И.Шумсутдинов, А.Семенов, М.Акишев призерсен шутне кĕнĕ.

Оренбургра Атăлçи федераллă округра ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухмалли ăмăртура М.Налиба çĕнтернĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă.

Республикăри, Раççейри нумай ăмăтрусенче Р.Глухов, И.Чабатов, И.Шамсутдинов, А.Сунгатуллин, М.Глухов, М.Шакуров, М.Абдулаханов, Э.Шамшетдинов, Р.Зейнуллин, И.Моисеев тата ыттисем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Спортшкул воспитанникĕсенчен уйрăмах Марат Налибан ÿсĕмĕсене палăртмалла. Чылай ăмăртусене вăл районăн пĕрлештернĕ командин капитанĕ пулса хутшăнать. Марат – район пуçлăхĕн стипендиачĕ, Раççей шайĕнчи чылай ăмăрту çĕнтерÿçи. Ирĕклĕ майпа тата тутарла-пушкăртла кĕрешсе тĕрлĕ сабантуйсен 10 такине илме пултарнă. 2006 çул вĕçĕнче Хусанта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Тăватă çул ĕнтĕ вăл И.Алеев тренер ертсе пынипе ăсталăхне туптать.

Шăнкăртам спортсменĕсем Çĕнĕ çулта тата та пысăкрах çитĕнÿсем тăвасса шанас килет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 января 2007
00:00
Поделиться