Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнÿре туслăх пулăшать

Çĕньял вăтам шкулĕн улттăмĕш класĕнче вĕренекенсем нумай кăтартупа ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсен класс ертÿçи Н.Иванова ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе тăрăшать. Вĕренекенсем вĕренÿре те, спортра та, обществăлла ĕçсенче те тăрăшуллă.

М.Карзакова районта иртекен “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” конференцире вырăс чĕлхипе 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕр О.Жаварова çак конкурсрах Диплом илме тивĕçлĕ пулчĕ. М.Карзакова, О.Жаварова, Л.Орехова, К.Никитин “Русский медвежонок” тата “Кенгуру” конкурссене çулсерен хастар хутшăнаççĕ.

Юрра-ташша питĕ ăста. Вĕсем класĕпех фольклор кружокне çÿреççĕ. Пĕлтĕр республикăри “Пĕчĕк çеç путене” фестивале хутшăнса 1-мĕш вырăна тухрĕç. Унтан вĕсем “Нико” кубокпа таврăнчĕç.

Спортпа туслă ачасем нумай класра. Маунтинбайк енĕпе ăмăртса М.Пазитова – 1-мĕш, М.Емельянов – 3-мĕш вырăна тухрĕç.

Класс ертÿçи ачасене тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе ашшĕ-амăшпе тачă çыхăнса ĕçлет. Ку ĕç тĕллевлĕ пулса пырать. Ăмăртусене, вăйăсене, конкурссене, ашшĕ-амăшĕ ачасемпе пĕрле хутшăнать. Çакă çитĕнекен ăрăвăн туслăх, юрату, сапăрлăх туйăмне ÿстерет. Пĕрлехи мероприятисенче О.Пазитова, М.Захарова амăшĕсен хастарлăхне палăртмалла.

2005-06 вĕренÿ çулĕнче улттăмĕшсем “Чи пултаруллă класс” ята тивĕçрĕç. Экскурсинче пулчĕç. Шупашкара, Шуршăла çитсе курчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 января 2007
00:00
Поделиться