Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллевсем çĕнĕ çулта та сулмаклă

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен çĕнĕ çулти пĕрремĕш канашлăвĕ пулса иртнĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов канашлура районăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне, аталанăвне, ÿсĕмне палăртнипе пĕрлех 2007 çулхи тĕллевсем çинче те чарăнса тăнă.

Планеркăра Çĕнĕ çулăн канмалли тапхă-рĕнчи кунсенче районта электричествăпа, ăшăпа тивĕçтерес, маршрутлă автобуссене вăхăтра çÿретес тĕлĕшпе пăтăрмахсем, йывăрлăхсем пулманнине палăртнă. Аптека системи, сиплев учрежденийĕсем, районти шалти ĕçсен пайĕ ятарлă графикпа ĕçленĕ.

Кунтах районăн социаллă лару-тăрăвне те пăхса тухнă. Нумай пулмасть çеç йывăр шăпаллă çемьесенчи 25 ача Чăваш патшалăх пукане театрĕнче пулнă, артистсен пултарулăхĕпе паллашнă. Планеркăрах экономикăри, вĕрентÿ системинчи, коммуналлă хуçалăхри чи çивĕч ыйтусене хускатнă.

Юлашкинчен район пуçлăхĕ Николай Иванович федераллă тата республика шайĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене, Республика Президенчĕн шыв кĕртес, автомобиль çулĕсен сечĕсене тăвас, ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас ыйтусемпе çыхăннă Указĕсене çирĕп пурнăçламаллине каланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2007
00:00
Поделиться