Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тÿрĕ кăмăллисене прокуратура хÿтĕлеме хатĕр

Ĕнер Раççей прокуратурин ĕçченĕсем хăйсен кунне паллă турĕç. Тĕрлĕ саккунсене вырăнти самоуправлени органĕсенче, предприятисенче, учрежденисенче, организацисенче, пĕрлешÿсенче мĕнле пурнăçланине пăхса, асăрхаса тăракан орган 285 çул тултарчĕ. Професси уявне мĕнле кăмăл-туйăмпа, ĕçри мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илни пирки калаçма пирĕн хаçат сотрудникĕ район прокурорĕпе Владислав Александрович Мясниковпа тĕл пулнă.

– Район прокуратури Раççей прокурор системин пĕр пайĕ шутланать. Владислав Александрович, ум сăмах вырăнне кăштах унăн историне аса илсемĕр.

– Чăн малтанах эпĕ хамăрăн прокуратура ĕçченĕсене, çак çăмăл мар системăра ĕçленĕ ветерансене ĕнерхи уявпа саламлатăп. Пирĕн прокуратурăн аталану çулĕ вара пĕр тикĕс те тумхахсăрах пулман. Архив докуменчĕсем тăрăх, 1928 çулхи июль уйăхĕччен пирĕн надзор территорийĕ Чăваш Республикинчи пиллĕкмĕш прокурор участокне пăхăнса тăнă. Унăн центрĕ Йĕпреçре пулнă. Çав вăхăтра прокуратура штатĕнче пиллĕкĕн ĕçленĕ, тепĕр виçĕ çултан унăн ĕçченĕсем самаях ÿснĕ.

1932-1957 çулсенче республикăра административлă-территори пайланăвĕ улшăннăран, прокуратура ячĕ те çĕнелсех тăнă. Сăмахран, 1932 çулта вăл Патăрьел районĕн прокуратури (прокурорĕ Т.Юркин), 1939 çултанпа Чкаловски, 1957 çултанпа каллех Патăрьел район прокуратури шутланнă. Кăшт каярахпа Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски район прокуратурисем те пирĕнне пăхăнса тăнă. 1965 çултанпа вара район прокуратури хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланă.

– Кадрсем пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Лару-тăрăва кура вĕсем йышĕпе улшăнсах тăнă. Паянхи кунччен, сăмахран, районта çичĕ прокурор ĕçленĕ. Н.А.Архипов 1961-1974, В.Н.Адемасова 1974-1980, Н.Г.Горшков 1980-1983, В.И.Сенатов 1983-1986, В.В.Елдратов 1986-1994, В.А.Спинов 1994-2002 çулсенче прокуратура ертÿçинче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра пирĕн штатра тăватă оперативлă работник. Вĕсем пурте хăйсен ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.

– Уяв сăлтавĕпе усă курса хăвăрăн хăш-пĕр ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарăр-ха. 2006 çул прокуратура ĕçченĕсемшĕн мĕнле паллă пулса юлчĕ;

– Районти право тĕлĕшĕнчен хÿтĕлекен тата тĕрĕслекен ытти органсемпе ăнланса, алла-аллăн ĕçленĕрен, иртнĕ çул чылай ырă улшăнусем пулчĕç. Пĕлтĕр, сăмахран, пĕтĕмĕшле преступлени, йывăр преступлени, вăрласси, çаратасси маларахри çулхипе танлаштарсан палăрмаллах чакрĕ.

Отчетлă тапхăрта вырăнти самоуправлени органĕсенче, предприятисемпе организацисенче саккуна пăхăнмасăр йĕркене пăснă 782 тĕслĕхе тупса палăртнă. Ытларах вĕсем экономика сферинче гражданинăн правипе, ирĕкĕпе çыхăннă. Прокурор представленийĕпе 93 çынна дисциплинарлă яваплăх тыттарнă, 44-шне административлă йĕркепе айăпланă, прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн ултă уголовлă ĕç пуçарнă.

– Сирĕн прокуратура предприятисемпе организацисенче налук законодательствине мĕнле пăхăннине, ĕç укçипе вăхăтра татăлнипе те тăтăшах интересленсе тăрать. Ку тĕлĕшпе мĕнлерех пĕтĕмлетÿ тума пултаратăр;

– Тĕрĕсех, вĕсем тĕп ыйтусенчен пĕрисем. Пĕлтĕр, акă, предприятисемпе организацисем налук законодательствине пăснă 119 тĕслĕхе тупса палăртнă, 41 предприяти-организаци руководительне бюджет умĕнчи парăмсемшĕн представлени çырнă.

Район прокуратури тĕрлĕрен мероприяти йĕркеленине пула кăçăлхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕç укçи тÿлессипе пĕр парăм та çук. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вăл 1920 пин тенкĕ пулнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2007
00:00
Поделиться