Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăçалхи пĕрремĕш пепкесене чысласа

 

Ачалăх – çын пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр, телейлĕ те савăнăçлă самант. Çемьене йыш хушăнасса кашни килтех хĕпĕртесе кĕтеççĕ. Ача-пăча çурт илемĕ, вĕсемпе пÿрт тулать. Иртнĕ çулта пирĕн районта 357 ача çуралнă. Кăçал ача кĕтекенсен йышĕ ытларах пулас шанăç пур. Çакăн валли сăлтавĕсем самаях. Пĕрремĕшĕ – кăçалхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен “Амăшĕсен капиталĕ” саккун вăя кĕни. 250 пин тенкĕ пĕчĕк укçа мар, уйрăмах çамрăк тата сахал тупăшлă çемьесемшĕн. Иккĕмĕшĕ – ЧР Президенчĕ 2007 çула Ача çулталăкĕ тесе пĕлтерни.

Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе пепкене 1, 5 çула çитиччен пăхакан хĕрарăмсене уйăхсерен 1, 5 пин тенкĕ, иккĕмĕш, виççĕмĕш ачисемшĕн 3 пин тенкĕ пособи пама йышăнни те хавхалантарать.

Çавăнпах-тăр иккĕмĕш, виççĕмĕш ача çуратакансем ку çула пăлханса кĕтрĕç. Ача çулталăкне пуçлаканĕ Патăрьелĕнчи Елена Николаевна Елис-тратова пулчĕ. Вăл январĕн 2-мĕшĕнче хĕр ача çуратса пачĕ. Елена Николаевнăпа Андрей Юрьевич Елистратовсен çемйине тепĕр хĕр хутшăнчĕ. Çакăншăн аслашшĕпе асламăшĕ Юрий Михайловичпа Вера Григорьевна пушшех хĕпĕртерĕç. “Хамăр хĕр çуратаймарăмăр, кин савăнтарчĕ-ха”, – терĕç шÿтлерех.

Январĕн 3-мĕшĕнче вара аист Патăрьелĕнчи Людмила Александровнăпа Александр Геннадьевич Алексеевсене ывăл парнелерĕ. Вĕсен те иккĕмĕш ача, асли – хĕр.

Январĕн 9-мĕшĕнче Патăрьел тĕп больницин акт залĕнче пĕчĕк хĕрпе каччăна чаплă лару-тăрура ят хучĕç. Малтанах район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ О.Гусарова сăмах илчĕ. Вăл Еленăпа Андрей Елистратовсене Екатерина, Людмилăпа Александр Алексеевсене Андрей çуралнă ятпа ăшшăн саламларĕ, ачасен свидетельствисене пачĕ.

Çавăн пекех телейлĕ ашшĕ-амăшне район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.Маллина, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев, Екатеринăн аслашшĕ, кукамăшĕ, тăванĕсем саламларĕç, чĕрĕ чечексемпе, парнесемпе чысларĕç, телей те ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç, виççĕмĕшне те çуратма сĕнчĕç.

Елена Николаевна Елистратова сĕнÿ çине çапларах хуравларĕ:

– Эпĕ Ача çулталăкĕнче чи пĕрремĕш çуратаканĕ пултăм. Иккĕмĕшĕ те хĕр пулнăшăн кулянмастпăр. Чи кирли – сывлăхлă ÿстĕр. Çамрăк-ха, Турă пулăшсан ывăлне те тупăпăр. Ман алă çăмăл пултăрччĕ, аист пирĕн района кăçал нумай-нумай пепке илсе килтĕр. Кашни килтех ача сасси янăратăр.

Çапла пултăрччĕ!

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2007
00:00
Поделиться