Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасем – тĕпчевçĕсем

Районта çулсерен иртекен наукăпа практика конференцине Пăлапуç Пашьел шкулĕн ачисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. 2006 çулта тĕплĕн хатĕрленчĕç. Хутшăннипе çеç мар, малти вырăнсене те йышăнчĕç. Акă, 11-мĕш “а” класра вĕренекен П.Мешкова (наука ертÿçи – Н.Белова) “Математика” секцире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Вăл пÿрт тăвас ĕçре математика предмечĕ кирлине ĕнентерме пултарчĕ. 9-мĕш класра вĕренекен С.Кузьмичева (наука ертÿçи – О.Иванова) ĕçне жюри членĕсем тĕплĕн сăнанă хыççăн çеç çак йытта (çемçе тетте) вăл тунине ĕненчĕç, “Технологи” секцире иккĕмĕш вырăна тухнине пĕлтерчĕç. Ара, Снежана хатĕрленĕ тетте лавккаринчен пĕрре те кая мар-çке. “Тăван ен культури” секцире 10-мĕш класра вĕренекен Л.Тихонова (наука ертÿçи – В.Козлова) ĕçĕ иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекен М.Христофорова (наука ертÿçи – Н.Тихонова), “Музыка” секцире хăйĕн ĕçне лайăх хÿтĕлерĕ – виççĕмĕш вырăн.

Пуçламăш классенче вĕренекенсем те аслисенчен юласшăн мар. Виççĕмĕш класра вĕренекен В.Козлов (наука ертÿçи – Т.Козлова) хамăр таврара тĕл пулакан лĕпĕшсене тĕпченĕ. Жюри членĕсем унăн ĕçĕпе те кăмăллă пулчĕç, виççĕмĕш вырăн пачĕç.

Вĕсене пурне те Хисеп хучĕпе чысларĕç. Çавăн пекех 6-мĕш класра вĕренекен К.Шайманова ĕçне те Хисеп хучĕпе чысларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2007
00:00
Поделиться