Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çула – çĕнĕ ĕмĕтпе

Ишлĕре шкул çуртне 1956 çулхи вĕренÿ çулне туса пĕтерес ĕçе кĕртнине паянхи пекех астăватăп. Хыр пĕренисенчен тунă икĕ хутлăскер ун чухне район шайĕнче чи курăмлисенчен пĕри пулнă. Шала кĕрсен йывăç шăршине кăкăр тулли сывласа киленме пулатчĕ. Ун чухне вăл вăтам пĕлÿ паракан шкулсен шутĕнчеччĕ. Кунтан вĕренсе тухнисенчен республика тата Раççей шайĕнче тава тивĕçнисем сахалăн мар. Вăхăт иртет. Халĕ шкул 50 çул тултарнине уявлама пулать. Малтанхи вăхăтра кунта 600 ача ытла вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Таврари ялсенчен çак шкула çÿренĕ. Каласа хăварсан та юрать пулĕ. Çак шкулăн “ашшĕ” Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнчи Михаил Макарович Макаров пулнă. Вăл тăрăшнипе çĕкленсе хăпарнă та паянхи кун та илем кÿрсе ларакан шкулăн çурчĕ. Еплерех пурăнать вăл халĕ; Унта миçе ача вĕренет; Шăпах çак ыйтусемпе кăсăкланса шкулăн паянхи директорĕпе С.Едифановăпа курса калаçрăм. Ман ыйтусем çине хуравлама Светлана Витальевна хаваспах килĕшрĕ.

– Шкул директорĕнче виçĕ çул çеç ĕçлетĕп-ха. Пытарма кирлĕ мар, йывăрлăхсем нумай. Шкул çурчĕ йывăç пулнăран пушар хăрушсăрлăхĕ пирки çирĕп ыйтаççĕ. Ачасен йышĕ чакса пырать. Халĕ пирĕн шкул пĕтĕмĕшле пĕлÿ параканнисен йышĕнче. Кунта тăхăр класс таран вĕренеççĕ. Виçĕ филиал пур. Вĕсенче ачасем пуçламăш пĕлÿ илеççĕ. Люляра – 3, Пăлапуç Нурăс ялĕнче – 5, Ульяновкăра – 12, Ишлĕре 36 ача ăс пухаççĕ. Пурĕ 112 ача шутланса тăрать. Вĕсене пĕлÿ парас ĕçре паянхи кун 21 учитель вăй хурать. Çиччĕшĕ пĕрремĕш, саккăрăшĕ иккĕмĕш категориллĕ, ыттисем пурте аслă пĕлÿ илнисем.

10 ача вĕренÿре палăраççĕ, 30-шĕ лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ыттисем вăтам вĕренеççĕ. Тепĕр хут шкул пурнăçĕ çине таврăнса ман çапла калас килет. Шкул вăл килти хуçалăх пекех. Юсав ĕçĕсене пурне те хамăр вăйпах туса пыма тăрăшатпăр. Пĕрремĕш хутри пĕр класс урайĕн каштисене ылмаштарса хăмисене çĕнĕрен сартăмăр. Мĕн пур вăй-хала вĕренÿри ÿсĕмсемшĕн яма тăрăшатпăр.

– Тавах калаçушăн. Вĕренÿре иккĕмĕш çур çулта тата та лайăхрах çитĕнÿсем тума сунатăп.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2007
00:00
Поделиться