Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паха вăрлăх - пысăк тухăç

 Цифрăсен пĕрремĕш колонки - ял хуçалăх предприятийĕсем тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене планпа инспекцире тĕрĕслеттермелле, иккĕмĕш - тĕрĕслеттернĕ (центнерпа), виççĕмĕш - кондицие ларнă (процентпа), январĕн 1-мĕшĕ тĕлне

Улма-çырла питомникĕ 820 1136 100

Исток 2000 2000 100

Родник 890 890 100

Дуслык 2000 1900 100

Ленин яч. çĕр ĕç фирми 1740 2230 100

Батыревский 2515 4174 100

Знамя 1100 1442 93

Гвардеец 1000 1400 93

Чулпан 850 1246 92

Малалла 1600 1640 89

Колос 540 1400 86

Родник 1502 1502 81

Звезда 1772 1472 78

Красное знамя 2920 3205 73

Тойси 1710 1363 73

Заря 1050 1050 62

Первомайск 1757 1217 55

Труд 2797 2757 52

Хастар 1836 1250 50

Мир 1885 1885 10

Районĕпе 35045 36000 78

Хальхи вăхăтра чылай хуçалăхсенче паха вăрлăх хатĕрлес хĕрỹ ĕç пырать. Мĕн пурĕ 13 звено ĕçлет. Çав вăхăтрах "Ленинец", "Родина", "Заря", "Мир", "Булинская", "Югель", "Тат.Сугуты", "Жизнь" хуçалăхсенче сортировкăсем юсавсăррине пула вăрлăхсене тасатса сортлама пикенмен.

Чылай хуçалăхсенче вăрлăх пахалăхĕ япăх. "Ленинец", "Булинская", "Югель" хуçалăхсенчи мĕн пур вăрлăх ỹсен-тăран вăррисемпе çỹпĕленнĕ. Апла пулин те ăна алласа тасатасси пирки шухăшламаççĕ. "Тат.Сугуты", "Жизнь" хуçалăхсем вара инспекцие тĕрĕслеттерме пĕр вăрлăх та илсе килмен. Кунти специалистсем мĕн шутлаççĕ-ши?

Нумай çул ỹсекен курăк вăррине "Первомайск" хуçалăх çеç тĕрĕслеттернĕ. Ыттисем мĕн кĕтеççĕ-ши?



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 января 2007
00:00
Поделиться