Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Манăçмаççĕ çав кунсем

 

Афганистана çарсем кĕртнĕренпе 27 çул çитрĕ. Историне çырăнса юлнă страницăсем пирĕн районшăн та ют мар. Вĕсем асран тухмаççĕ. Афган халăхне хỹтĕлес ĕçе 112 çамрăк хутшăнчĕ. Çиччĕшĕ вара тăван киле сывă таврăнаймарĕ. Кĕрнеклĕ хул-çурăмлă, сывлăхлă каччăсене ашшĕ-амăшĕ çар ретне ăсатнă чухне тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме пил панăччĕ. Анчах... Вĕсен ячĕсем район центрĕнчи çар комиссариачĕ умĕнчи палăк çине ĕмĕр асăнмалăх çырăнса юлчĕç. Манмасть паттăрсене ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш, тус-юлташĕ, район халăхĕ, пĕрле алла хĕç-пăшал тытса çапăçнисем вара пушшех те. Çулленех пуçтарăнаççĕ вĕсем палăк умне. Паттăрсене асăнса пуç таяççĕ, шăплăх минучĕ тăраççĕ, чечек кăшăлĕ хураççĕ, хăйсен малашнехи тĕллевĕсене сỹтсе яваççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Митинга районти çар ĕç комиссариачĕн пай начальникĕ В.Краснощеков уçрĕ. Вăл Афган çĕрĕнче чылай çамрăкăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине асăнчĕ. Мĕн чухлĕ çемьене хурлăх çитнине каларĕ. Сусăрланса килнисене тỹсĕмлĕх сĕнчĕ. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа паянхи кун чĕре суранĕ тытса пыракансене ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Унăн шухăшне малалла районти çар комиссарĕ В.Яковлев тăсрĕ. Пуç хунă çамрăксен паттăрлăхне асра тытса тăмалли мероприятисем ытларах ирттермеллине палăртрĕ. Вĕсене шкул ачисене явăçтарма сĕнчĕ.

Афганистанра пулнă интернационалистсен районти ветерансен совечĕн председателĕ Р.Шарафутдинов чĕрене пырса тивекен сăмахсем каларĕ. Хăйсем мĕн тỹснине ыттисен курмалла ан пултăр, терĕ.

Вилнисене ятран пĕлетпĕр. Вĕсен паттăрлăхĕ манăçмасть. М.Валитов, Н.Родионов, Г.Козлов, М.Мтин, А.Журавлев, В.Перлов, Р.Куликов воин-интернационалистсене халалласа мероприятисем вырăнсенче иртеççĕ, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. В.Журавлев ячĕпе, акă, çулленех волейбол, Р.Куликов ячĕпе кĕрешекенсен турнирĕсем пулаççĕ. Паттăрсен амăшĕсене совет ячĕпе уявсемпе саламлаççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртре хоккейла выляса воин-интернационалиста, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне В.Тукмакова халалласа ăмăрту ирттерессине йăлана кĕртсе пыраççĕ тата ытти те.

Совета кĕрекен районти ветерансен йышĕ те ỹссех пырать. Митинг вĕçĕнче çар ĕç комиссарĕ В.Яковлев тата виççĕшне пĕрлешỹ членĕн удостоверенине пачĕ. Çурçĕртен вĕрекен сивĕ çил çỹçентермерĕ палăк умĕнчи воин-афганецсене. Кашнийĕ туллă-сăртлă хушăка çĕнĕрен аса илчĕ. Пуç çийĕн шăхăракан тăхлан пульли вĕсене тивменшĕн савăнчĕ. Сывă таврăннă е сусăрланнă пулсан та тăван йăвара вĕсем. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăскерсем ыттисемпе татах ĕçе утаççĕ, çемье тытаççĕ, пурнăçпа савăнаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 января 2007
00:00
Поделиться