Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йыш хушăнсах пырать

 Тепĕр паллă çул истори страницине çырăнчĕ. Районшăн вăл пысăк пулăмсемпе асра юлчĕ. Вĕсене тата кулленхи çĕнĕлĕхе халăх патне çитерес ĕçе "Авангард" хаçат хастар хутшăнчĕ. Хăйĕн страницисенче вăл тĕрлĕ темăна çутатма тăрăшрĕ. Географине анлăлатма, информаципе пуянлатма вырăнти авторсем те пулăшрĕç. 2006 çулта хаçат редакцине 800 ытла çыру кĕчĕ. Вĕсене, тĕпрен илсен, пичетре усă курнă. Нăрваш Шăхалĕнчи Б.Кошкин, В.Бородкин, Алманчăри Н.Никитина, Чăваш Ишекĕнчи С.Кулакова, Аслă Чементи Н.Кошелева, Патăрьелĕнчи Г.Хлебникова, В.Владимиров, Я.Сорокин, Ишлĕри И.Ерофеев, Кĕçĕн Арапуçĕнчи В.Селиванов, Анат Чакăри И.Пахомов, Кзыл Чишмари М.Абдуллин, Упамсари Г.Васильев, Козловкăри В.Хитрова, Пăлапуç Пашьелĕнчи А.Козлов тата ытти вуншар автор тачă çыхăну тытрĕ пирĕнпе. Хаçатăн çамрăк тусĕсем хутшăнни те паха. Кивĕ Ахпỹрт шкулĕнче вĕренекен А.Белкова, А.Салмина, Туçари А.Табакова, И.Алексеева, Алманчăри Б.Попов, И.Аляшкина, М.Иванова, С.Антипова, Э.Хадаров, Ыхра Çырминчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам классенче вĕренекенсем хыпар çине хыпар ячĕç, сăвăсем çырчĕç. Тавах авторсене пуриншĕн те. Çĕнĕ çулта та çыхăнăва ан татăр хаçатпа. Республика Президенчĕн, район пуçлăхĕн программисене пурнăçа кĕртес ĕç мĕнле пынине хыпарласах тăрăр. Агропромышленность комплекс аталанăвĕ, вĕрентỹ, сывлăх, социаллă пурнăç, ытти ыйтусене кăçал та туллин çутатма тăрăшар.

Тав сăмахĕ каламалли тата та хисеплĕ çыннăмăрсем пур пирĕн. Хыпарсене, çырусене хаçат редакцине илсе çитерекен почтальонкăсем вĕсем. Хул урлă сумка çакнăскерсен тăрăшулăхне пулах информацисем пирĕн пата вăхăтра çитеççĕ, вырăнлă усă курăнаççĕ. Вĕсемех хаçата вулакансене кашни эрнерех юнкунпа шăматкун валеçеççĕ. Йышăмăр çулсерен хутшăннинче почтальонкăсен, уйрăм ертỹçисен тỹпи пур. 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулта "Авангарда" 3458 çемье илсе вулама кăмăл тунă. Çакă пĕлтĕрхи иккĕмĕш çур çулхинчен чылай пысăкрах. Хаçат çырăнтарас ĕçре Шăнкăртамри почта уйрăмĕ (начальникĕ _ Р.Заплаткина), Пăлапуç Пашьелĕнчи (В.Храмова), Первомайскинчи (В.Кондратьева), Анат Туçари (В.Горшкова), Çĕньялти (Р.Иванова), Сăкăтри (С.Егорова), Хирти Пикшикри (А.Чебенева) уйрăмах тăрăшса ĕçлерĕç. Çырăнтару ĕçĕнче "Первомайск", "Малалла" хуçалăхсен ертỹçи М.Петров, "Красное знамя" кооператив председателĕ П.Никифоров курăмлă пулăшу пачĕç. Патăрьелĕнчи почтампри А.Грачева почтальонка "Авангарда" пĕрремĕш çур çулта илсе тăма 86 экземпляр сарнă. Пурте çакнашкал тăрăшсан тата лайăх пулмалла. Халиччен те пĕрле ĕçленĕ, малашне те пĕр йышра пулар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 января 2007
00:00
Поделиться