Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ахрам

Партинчен - парне

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти утмăла яхăн вĕренỹ отличникне Хĕл Мучи парнипе пĕрлех "Единая Россия" партин районти политсовечĕ кашнинех пылак кучченеçпе сăйланă. Вĕренỹре тата обществăлла ĕçре хастар та пултаруллă ачасене район пуçлăхĕ Николай Иванович Глухов алă пуснă тав çырăвĕ парса хавхалантарнă.

Ырă йăлана манăçа кăлармаççĕ

Патăрьелĕнчи "Юхма" рынок администрацийĕ ырă йăла-йĕркесене пĕр çултан тепĕр çула куçарса пырать. Çĕнĕ çул умĕнхи пасара, сăмахран, улттăмĕш хут шур сухаллă Хĕл Мучипе Юрпике тата унăн çывăх тусĕсем çитнĕ. Сутă тăвакан предпринимательсемпе тавар туянакансене виçĕ-тăватă сехет савăнтарнă. Яланхиллех ăста юрлакансемпе ташлакансене, Çĕнĕ çул уявне ырласа сăвă калакансене парнесемпе савăнтарнă.

Коллективра кăмăллă традици тата пур. Аслă Мăнкунта вĕсем кашнийĕнчех çак уява хисеплесе çăмартаран ăсталанă сăнарсен конкурсне ирттереççĕ.

Маларах хĕр ача сас панă

Республика Президенчĕ ят панă Ачасен çулталăкне Патăрьелсем пĕр йĕрсĕр те сарăмсăр ирттермĕç. Январĕн 9-мĕшĕччен районти тĕп больницăри ача çуратмалли уйрăмра кашни кунах пĕрер çĕнĕ пепке сасси хутшăннă. Ку çеç те мар-ха, амăшĕсем 2, 3, 4, 5-мĕш хут хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене алла илни савăнтарать. Акă, Упамсари Г.Сымова çемйине пиллĕкмĕш пепке хутшăннă. Савăнмалăх сăлтавĕ пысăк темелле. Патăрьелĕнчи Е.Елистратова вара çăмăл алăллă пулса кăçалхи çулталăка пуçланă. Çамрăк амăшĕ çемьене иккĕмĕш ача - хĕр парнеленĕ.

Типĕ тухрĕ, туй-çуй кĕрлĕ

Православи тĕнне хисеплекенсемшĕн пысăк типĕсенчен пĕри - раштав типпи вĕçленчĕ. Малашне хĕл илемĕпе туй-çуй та ытларах кĕрлĕ. Мăсăльман тĕнне ĕненекенсемшĕн вара Курбан-байрам уявĕ малалла тăсăлать-ха. Çĕнĕ çул умĕн пуçланнăскер çирĕм куна пырать вăл. Çак тапхăрта аксакалсем те, çамрăксем те пĕр-пĕрин патне ырă кăмăл-туйăмпа хăнана çỹреççĕ, сурăх пусса çиеççĕ. Ватăсем сăнанă турăх, кăçал Курбан-байрам ячĕпе нихçанхинчен ытларах та сурăх пусаççĕ.

Çула тухсан - каймаллах

Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче кашнийĕнчех çул укçисем ỹсеççĕ. Çак тапхăрта çитес çĕре унчченхи хакпа ларса каяймăн. Тĕп хуламăра - Шупашкара-_ кайма е килме ик çĕр тенкĕрен кăшт çеç каярах пулнă. Калама кăна вĕт! Çул хакĕ уяв кунĕсенче икĕ хута яхăн ỹснĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкара çитме билет хакĕ 133 тенкĕ. Урăхла каласан пĕр километр пуçне пĕр тенкĕ ỹснĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 января 2007
00:00
Поделиться