Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхма ен кĕрешекенĕсен çитĕнĕвĕсем

 Шупашкарта Президент кубокне çĕнсе илессишĕн ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри тăххăрмĕш спартакиади иртрĕ. Патăрьелĕнчи ачасемпе яшсен спорт шкулĕн тренерĕсем ответлăха тивĕçлĕ туйса хатĕрлерĕç ачасене республика тĕп хулинчи çак ăмăртăва кайма. Пирĕн спортсменсем вунă виçере кĕрешрĕç. Республикăри чи вăйлă сакăр команда хушшинче Шупашкар хулин Мускав районĕнчи тата Канаш хулин ачисене кăна хăйсенчен ирттерсе ярса, хисеплĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илме вăй çитерчĕç.

Хăйсен виçисенче кĕрешсе уйрăмах палăрнă ачасен ячĕсене асăнма питех те кăмăллă. Акă вĕсем: Патăрьелĕнчи уйрăмри И.Алеев тренерĕн вĕренекенĕсем Андрей Семенов, Айрат Кучатов, Линар Абейдуллов, Николай Лаврентьев, Александр Сандыркин, Шăнкăртамри уйрăмра вĕренекен Ильнар Халитовпа Марат Налиба (иккĕшĕн те тренерĕ И.Алеевах), Нăрваш Шăхалĕнчи уйрăмри Н.Трифонов тренер вĕренекенĕ Алексей Лаврентьев, Çĕньялти уйрăмри Ю.Самарин тренер вĕренекенĕ Алексей Куприянов тата Сăкăтри уйрăмри И.Анюров тренер вĕренекенĕ Вадим Медведев. Ку ачасен тĕслĕхĕсемпе хавхаланса пирĕн ентешсем малашне те ăмăртусенче малтисен ретĕнче пуласса шанас килет. Ку, паллах, чи малтанах тренерсем çине тăрса ĕçленинчен тата вĕсен вĕренекенĕсем çĕнтерỹ савăнăçне кĕтсе илес тесе тăрăшнинчен те килет ĕнтĕ.

Юлашкинчен кĕрешекенсене савăнтаракан тепĕр хыпар та пĕлтересшĕн. Вăрманхĕрри Шăхальте пурăнакан Алексей Ильина (тренерĕ Н.Трифонов) Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн ятне панă. Маттур, Алексей! Санран тата пысăк çитĕнỹсем кĕтетпĕр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться