Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕсенче

Турханти тĕслĕх вулавăш залĕнче

Турхан ял тăрăх администрацийĕ 2007 çулхи бюджет проекчĕ пирки анлă итлев ирттернĕ. Унта ял тăрăх Пухăвĕн депутачĕсем, территорири предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертỹçисем, суйлавçăсем хутшăннă. Малтанах ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов кăçалхи бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă, унтан çитес çулхи бюджет проек-чĕпе паллаштарнă.

Итлеве хутшăннисенчен тухса калакансем сахал мар пулнă. Пурте тенĕ пекех бюджетăн тупăш пайне ỹстерес пирки ĕçлĕ сĕнỹсем панă. Ялсене тирпей-илем кĕртес пирки те аван сĕнỹсем пулнă.

Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкенов бюджет учрежденийĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров çĕрсемпе куçман пурлăха патшалăхăн кадастрла шутне кĕртессине вĕçлессипе хушма мерăсем йышăнасси пирки кăларнă Указа пурнăçламалли тĕллевсене сỹтсе явнă. Хальлĕхе ял тăрăхĕнче 1584 хуçалăхран 110-шĕ патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнă. Ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкенов администраципе культура ĕçченĕсене ку енĕпе массăллă-ăнлантаруллă ĕçе вăйлатма хушнă.

Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн В.Николаевăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ял тăрăх территорийĕнчи предприятисемпе организацисене тата учрежденисене, суту-илỹ çурчĕсене, лапамсене, çурт-йĕр умĕсене Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе илемлетмелли конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта С.Ялуков предприниматель çĕнтернĕ тесе йышăннă (Патăрьелĕнчи кану парк çумĕнчи магазин çурчĕ). Иккĕмĕш вырăнта - ВДПОн адмçурчĕ, виççĕмĕш вырăнта "Булат" магазин, А.Хлебниковăн "Новый мир" магазинĕ, "Почта России" адмçурчĕ. Çĕнтерỹçĕсем парнесене тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться