Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсем - район чемпионĕсем

Хĕл вăхăчĕ çитрĕ пулин те, йĕлтĕрçĕсем чун пек кĕтекен юр çуккипе йĕлтĕр йĕрĕ çинчи ăмăртусем пуçланаймарĕç-ха. Çак вăхăтпа усă курса шашка-шахмат вăййине юратакансем хăйсем хушшинче районăн кăçалхи чемпионĕсене палăртрĕç. Ăмăртусене районти вун сакăр ар çынпа яш хутшăнчĕ. Малтан шашка вăййине юратакансем тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешỹре юлашки вăйăсем умĕн виççĕн - Николай Федоров, Талгат Абянов тата Федор Артамонов тăхăршар очко пухрĕç. Юлашки турта вĕсенчен иккĕшĕ - Ф.Артамоновпа Н.Федоров тĕл пулса вылярĕç. Сăкăт чăвашĕ, шкул-интернат учителĕ Федор Артамонов вăйлăрах вылянине кăтартрĕ, район чемпионĕ пулса тăчĕ.

Шахмат чемпионачĕнчи вăйăсем те çивĕч иртрĕç. Малта пыракан М.Абдуллинпа Н.Трофимов ветерансен хушшинчи юлашки вăйă та çĕнтерỹçĕ ятне татса парас шанчăклă марччĕ. Вăйă тăршшĕпех çĕнтерес ĕмĕтпе вылянă Н.Трофимов çĕнтерейменнипе усă курса Кзыл Чишмаран килнĕ Мансур Абдуллин чемпион ятне тивĕçрĕ, Трофимов виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Иккĕмĕшĕнче В.Суйманов.

Çĕнтерỹçĕсене район администрацийĕ Хисеп хучĕсемпе, жетонсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться