Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тенисбол ăмăртăвĕ

 

 Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищинче пĕрремĕш хут Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В.Волков хатĕрленĕ проектпа тенисбол ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 18 вĕренỹ ушкăнĕнчен 40 ытла çамрăк хутшăнчĕ. Вĕренекенсем финала тухиччен баскетбол хăмине икĕ алăпа тытас, ăсалла (челнокла) чупас, волейбол мечĕкне çỹлелле ывăтас енĕпе тупăшрĕç.

Ăмăрту питĕ çивĕч те хаваслă иртрĕ. Финала тăватă спортсмен тухрĕ. Вĕсем хăйсен хушшинче мала тухассишĕн волейбол йĕркипе 15 очко таран пуçтарса виçĕ вăйă вылярĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна пĕрремĕш курсри пулас тракторист-машинистсем Юрий Пласкинпа Алексей Медведев йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăнта Василий Иванов  ЭВМ -операторĕн профессине алла илекен, тăваттăмĕш вырăнта виççĕмĕш курсри ял хуçалăх ĕçĕн мастерĕ пулма вĕренекен Александр Губанов.

Çĕнтерỹçĕсене дипломпа тата хаклă парнепе чысларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться