Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районтан - саккăрăн

Иртнĕ кĕçнерникун Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне Чăваш Енри чи пултаруллă та хастар, ăслă та маттур чиперуксем пухăннă. Кунта республикăри хĕрарăмсен XIV съезчĕ иртнĕ. Ăна яланхи пекех "Республикăри хĕрарăмсен канашĕ" общество организацийĕ йĕркеленĕ. Унта пирĕн районтан 8 делегат хутшăннă, районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи, ЗАГС пайĕн начальникĕ О.Гусарова, республикăри хĕрарăмсен канашĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться