Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Пашьел шкулĕнче

 

Тăрăшни харама каймарĕ

"Çамрăксем сывă пурнăçшăн" акцине хутшăнса Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта сахал мар мероприяти иртрĕ. Анчах та вĕренекенсемшĕн чи асра юлмалли самант районти шкул ачисем хушшинчи агитаципе сцена программисен конкурсĕ пулчĕ. Аслă классенчисен совечĕ ертсе пынипе чылай маларах хатĕрленме тытăнчĕç вĕсем: сценарине те, юрри-ташшине те хăйсемех майлаштарчĕç. Çавна пулах ĕнтĕ районти шкул ачисем хушшинче те çухалса каймарĕç, иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Чыса В.Кузьмичева, Н.Ларева, Е.Мешкова, П.Мешкова, А.Иванова, Н.Никитина, С.Чебоксаров, В.Малышев (11-мĕш "а" класс), И.Матюшкин (10-мĕш класс), О.Никитина (9-мĕш класс) хỹтĕлерĕç.

Тăван шкул манăçмасть

Шкул çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнче пулсан та асăмран тухмасть вăл. Юлашки вăхăтра пĕлỹ çурчĕсенчен вĕренсе тухнă ачасем пулăшу парасси те йăлана кĕчĕ. Акă, Эдуард Корнеев Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа çирĕм çул иртрĕ пулсан та çыхăнăва татмасть. Çавăн пекех май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Паянхи кун вăл Шупашкарта пурăнать, предприниматель. Нумаях пулмасть тĕп хулара шкулти физкультура учительне А.Петрова тĕл пулсан, вăл сывлăх суннипе çеç лăпланман, тỹрех спорт хатĕрĕсем сутакан лавккана кĕрсе волейбол тата футбол мечĕкĕсем туянса парса янă. Çак парнесемшĕн ачасем çеç мар, вĕрентекенсем те питĕ хавас пулчĕç.

Ăмăрту иртрĕ

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта шашкăлла выляса мала тухассипе ăмăрту ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçалхинче кашни класс чысне пĕр ар çын ача тата хĕр ача хỹтĕлерĕ (классенчи çĕнтерỹçĕсем).

1-4-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче В.Козлов (3-мĕш "а" класс) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н.Майзуровпа (4-мĕш "а" класс), А.Бобров (2-мĕш "а" класс) пайларĕç. Хĕр ачасем хушшинче те виççĕмĕшсем маттуртарах пулни курăнчĕ, О.Мешкова мала тухрĕ. М.Тихонова (4-мĕш "а" класс) _ иккĕмĕш, Е.Александрова (1-мĕш класс) виççĕмĕш вырăнта. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче пĕр тăван Ларевсене çитекенни пулмарĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Алексей пĕр вăйă та выляса ямарĕ, çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Унăн шăллĕ Юрий (7-мĕш класс) иккĕмĕш, Л.Никитин (11-мĕш "а" класс) виççĕмĕш вырăнта. Хĕр ачасем хушшинче А.Мешковăна (11-мĕш "а" класс) парăнтараканни пулмарĕ. В.Васильевăпа (6-мĕш класс) О.Никитина (9-мĕш класс) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Классем хушшинче 9-мĕш çĕнтерчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться