Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мальвина Рыбкина - "Мисс-Юрпике"

Çак каç Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕ кĕрлесе çеç тăнă. Залра панулми ỹкмелĕх те вырăн пулман. Куракансем тăвăллăн алă çупнă, çамрăксем урисемпе тапăртатса ши! те ши! шăхăрнă. "Мисс-Юрпике" ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешекенсене çапла хавхалантарнă кунта. Конкурса виçĕ ялтан пилĕк чиперкке хутшăннă: пĕринчен тепри илемлĕ, хăва хулли пек яштака, утти акăш утти пек. Л.Федорова, М.Рыбкина (Кивĕ Ахпỹрт), Л.Иванова, В.Руссова (Туçа), Н.Плешкова (Козловка) конкурсанткăсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе, тыткаларăшĕпе, илемлĕ куллипе тыткăнланă. Пикесене кашниех пĕр-пĕр хисеплĕ ятпа чысланă. Мальвина Рыбкина вара чи чаплă номинацине - "Мисс- Юрпике" тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться