Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăрханăр: кашкăр-кашаман

 Çак каç Ишлĕри В.Краснов киле чылай каçа юлса таврăннă. автомашинине пысăк хăвăртлăхпа чуптарман, каçхи вăрманпа киленсе çеç пынă. Пăлапуç Пашьелпе Ишлĕ ялĕ хушшинчи уя тухсан унăн çулне икĕ кашкăр пỹлнĕ. Икĕ ураллисем мар, чăн-чăн кашкăр-кашамансем. Водитель çухалса кайман, машинине хăвăртлатнă та тỹрех кашкăрсем çине тĕлленĕ. Пĕрне таптасах кайнă. Каç сĕмĕпе асăрхасах çитереймен, урине амантнă пулнă иккен. Тепĕр кунне, амăннăскере, персе вĕлерсе яла илсе килнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться