Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлени усă парать

 Декабрĕн 22-мĕшĕнче Раççейри ЕЭС (единая энергетическая система) 50 çул тултарчĕ. Çак системăра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне - Энергетик кунне паллă тунă вăхăтра "Чăвашра энерги сутакан компани" уçă акционерла обществăн Патăрьел филиалĕнче вăй хуракансен тата тепĕр уяв -37 çул каялла Патăрьелĕнче энергипе тивĕçтерсе тăнине тĕрĕслекен участокне йĕркеленĕ. Уяв умĕн пирĕн штатра тăман корреспондент "Чăвашра энерги сутакан компани" уçă акционерла обществăн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕпе Д.Гавриловпа калаçнă. -

Димитрий Николаевич, сире тата эсир ертсе пыракан коллектива професси уявĕпе саламлатпăр. Тархасшăн, хăвăрăн ĕçĕр-хĕлĕр çинчен тата филиал мĕне тĕпе хурса ĕçлесе пынă пирки кĕскен каласа кăтартаймăр-ши?

-Коллектив ытларах çамрăксенчен тăрать. Нумайăшĕ хамăрăн професси тĕлĕшĕпе аслă е вăтам пĕлỹ илнĕ. Пысăках мар коллективпа - инженер-инспекторсемпе техниксене, аслă контролерсемпе, операторсемпе кỹршĕллĕ Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсене энерги парса тăратпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - Чăваш Республикинчи потребительсене пахалăхлă электроэнергипе пĕр чăрмавсăр тивĕçтерсе тăрасси тата ăна сутнăшăн вăхăтра укçа-тенкĕ пуçтарасси. Пирĕн пек филиалсем республикăра тата саккăр. Нумайăшĕ хуласенче вырнаçнă. Вĕсем хушшинче эпир лайăххисем шутланатпăр. 2006 çулта пирĕн филиал 69 миллион та 124 пин киловатт электроэнерги реализацилерĕ. Ку (НДСсăр) 69 миллион та 485 пин тенкĕпе танлашать.

-Электроэнерги сутнăшăн укçа-тенкĕ пуçтарассине еплерех йĕркеленĕ? Парăмра юлакансемпе кĕрешсе мĕнле мерăсем йышăнатăр?

-Декабрь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче эпир хамăрăн потребительсене - юридици сăпачĕсене саккунпа килĕшсе тунă электротивĕçтерỹ килĕшĕвĕсем ярса паратпăр. Вĕсенче электроэнергие ваккăн сутмалли çĕнĕ йĕркесене пĕтĕмпех шута илнĕ: хак хурасси тата расчет тăвасси, энергипе тивĕçтерессине шута илесси тата ăна кăштах чакарас е пĕтĕмпех сỹнтересси пирки. Электроэнергипе тивĕçтерес ĕçри 2007 çулхи пысăк уйрăмлăхсем: çĕнĕлле планласси, шута илессипе тỹлессине çĕнĕлле йĕркелесси. Правилăсемпе килĕшỹллĕн 750 квА-тан энерги ытларах илекенсем хăйсем мĕнле хăватпа усă курнине сехетсерен планламалла тата çакăн çинчен пире пĕр уйăх маларах пĕлтерсе хумалла. Пирĕн потребительсенчен чылайăшĕ килĕшỹре кăтартнă йĕркесене чыслăн, вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсенчен эпир Ленин ячĕллĕ агрофирмăна, "Колос", "Труд", "Малалла", "Первомайский" коллективлă хуçалăхсене, "Батыревский" хупă акционерла обществăна, райпона палăртма пултаратпăр. Парăмрисем те пур. Сăмахран, Крепков ячĕллĕ агрофирма 2006 çулхи декабрь уйăхĕ тĕлне 265 пин тенкĕ парăмра. Вĕсенчен 260 пинĕ - мораторнăй. "Первомайский крахмалзавод" уçă акционерла обществăн парăмĕ те 47 пин тенке çитнĕ. Уйрăм хуçалăхсемпе хваттерсенче пурăнакансенчен те электроэнергишĕн вăхăтра тỹлеменнисем пур. Ун пеккисемпе эпир активлă ĕçлетпĕр. Тата çакна хушса каласшăн: 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен электроэнергипе усă курнăшăн хаксем ỹсеççĕ. Халăхăн пĕр киловаттшăн 98 пус, организацисемпе предприятисен, коллективлă хуçалăхсен 1 тенкĕ те 35 пус (НДСсăр) тỹлес пулать. Пирĕн умра парăмлисене çапла каласшăн: айтăр-ха Çĕнĕ çула парăмпа кĕтсе илер мар. Ку вăл сирĕншĕн те, пирĕншĕн те усăллă пулĕ.

-Энергипе усă куракан уйрăм çынсемпе ĕçлесси мĕнле шайра?

-Начар мар тесе каласшăн. Вĕсемшĕн пирĕн алăксем яланах уçă. Халăхпа килĕштерсе ĕçлесен çеç ỹсĕмсем тума пулать. Клиентсем пирĕн пата тĕрлĕ ыйтупа кашни кунах килсе çỹреççĕ. Пĕри электроэнергипе усă курнине кăтартакан кĕнекине улăштармалла, теприн çăмăллăхсемпе усă курмалла тата ытти те. Кашни ыйтăвах çийĕнчех тата татăклăн татса паратпăр. Инженер-инспекторсемпе техниксем организацисемпе, предприятисемпе тата коллективлă хуçалăхсемпе ĕçлеççĕ пулсан, аслă контролерсемпе операторсем - халăхпа.

-Коллективра камсене ырăпа асăнма пултаратăр?

-Пĕрне хурласа тепĕрне мухтасшăн мар. Пурте тăрăшуллă. Сăмахран, Мария Николаевна Илехметова 26 çул техник пулса вăй хурать. Ăна "Чăвашра энерги сутакан компани" уçă акционерла обществăн ветеранĕ" ята парса чысланă. Вăл çамрăксемшĕн тус-юлташ та, наставник та. Çавăн пекех çак хисеплĕ ята Галина Михайловна Кошкина аслă контролер та тивĕç пулнă. П.Тихонов инженер-инспектор, С.Васильева аслă контролер, Л.Селенина оператор, И.Анисимова аслă бухгалтер, А.Павлов водитель ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Меслетпе усă курса хамăрăн пур энергетик-коллегăсене профессиллĕ уявпа - Энергетик кунĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунатăп.

-Димитрий Николаевич, сире ăшă калаçушăн пысăк тав. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться