Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çул уявĕ йĕркеллĕ ирттĕр

 Район пуçлăхĕ Н.Глухов райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе черетлĕ планерка ирттернĕ.

Малтанах Николай Иванович района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ермолаев тата Шăмăршă район пуçлăхĕ В.Фадеев килсе кайни çинчен каласа панă. Тĕл пулура икĕ районăн малашлăх аталанăвĕ, сысна комплексĕн строительстви тата унăн ĕçне йĕркелесси пирки сỹтсе явнă.

Планеркăра тĕп ыйту Çĕнĕ çул уявне ирттересси çинчен пулнă. Елкăсем декабрĕн 26-мĕшĕнче пуçланнă. Вĕсем вăхăтĕнче пур çĕрте те хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тивĕçлĕ шайра пулмалли пирки асăрхаттарнă район пуçлăхĕ. Шкулсенче, клубсенче, учрежденисенче, предприятисенче, организацисенче пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен самантлăха та манма юрамасть.

Çĕнĕ çул уявĕ вăрăма тăсăлнине шута илсе районăн тĕп больницинче, шалти ĕçсен пайĕнче, коммуналлă хуçалăхра, район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче квалификациллĕ специалистсенчен дежурство йĕркелемелле.

Планеркăра хутмалли сезон йĕркеллĕ иртсе пынине палăртнă. Çавăн пекех бюджета пурнăçлас, çулсене, шыв пăрăхĕсене тытса тăрас ыйтусене те хускатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться