Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çул та çывхарчĕ, ĕнтĕ уяв пуçланчĕ

Чăваш Енри ача-пăча фончĕ йĕркеленнипе Шупашкарта, районсенче Çĕнĕ çул уявĕсем иртеççĕ. Раштавăн 26-мĕшĕнче çакăн пек уява Патăрьелĕнчи культура керменĕнче сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесем валли йĕркелерĕç. Унта 200 шăпăрлан хутшăнчĕ. Çак кунах 21 инвалид ача Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче Çĕнĕ çул елкинче савăнчĕ. Сахал тупăшлă, йывăр шăпаллă çемьесенчи 25 ача Шупашкарти пуканесен театрĕнчи уява кайма хатĕрленет. Паян 110 инвалид ача Патăрьелĕнчи культура керменĕнче елка тавра юрлать, ташлать, савăнать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 декабря 2006
00:00
Поделиться