Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Воспитани парасси – пĕрлехи ĕç

Районти культурăпа кану центрĕнче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртрĕ. Унта вырăнсенчи ял тăрăхĕсен ертÿçисем, шкул директорĕсем, çумĕсем, педагогсем, хĕрарăмсен совечĕн председателĕсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ. Кун йĕркинчи ыйтупа “Сывлăхлă ăс-тăнпа – наци чечекленĕвĕ патне” малтанах районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçин çумĕ Н.Афанасьев доклад турĕ.

Юлашки çулсенче районта вĕрентÿ системинче чылай пысăк улшăнусем пулчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта, Первомайски тата Туçа вĕрентÿ центрĕсенче ресурс центрĕсем йĕркеленĕ. Вĕсенчи вĕрентÿпе пурлăх базине пахалăхлă çĕнетнĕ. Халĕ ку енĕпе ытти шкулсенче ĕçлеççĕ. Çывăх вăхăтра хăш-пĕринче физика, географи, хими кабинечĕсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен оборудованисемпе, материалсемпе пуянланмалла. Виçĕ шкулта интерактивлă доска пурри те кăтартуллă. Вĕрентÿ системинче 250 компьютерпа усă кураççĕ. Вĕсене интернетпа çыхăнтараççĕ.

Вĕрентÿ тата воспитани процесĕ мĕнле пыни кирек кама та интереслентермелле. Унăн никĕсĕ ачан çемьере хурăнать. Малалла вара çак ĕçе йышлă çын хутшăнать. Шкулта ашшĕ-амăшĕн комитечĕ тивĕçлĕ тÿпе хывма пултарать. Урок хыççăнхи ĕçсем, пĕрлехи мероприятисем ачасен туслăхне çирĕплетме, вăхăта усăллă ирттерме пулăшаççĕ. “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акцине йăлана кĕртни вырăнлă. Вăл пынă вăхăтра тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕ, врачсемпе, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Ку енĕпе Пăлапуç Пашьелĕнчи, Ыхра Çырминчи, Тутар Сăкăтĕнчи, Турханти, Çĕньялти, Еншикри шкулсенче активлă ĕçлеççĕ. Районти право марафонĕн конкурсне 24 команда хутшăнчĕ. “Сывлăхлăран – вăйлă” конкурса хутшăнса 17 командăран Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсем, Туçари, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç.

“Чăваш Ен ачисем”, “Патриотла воспитани”, “Çемье”, районти ытти тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Çул çитмен ачасене право енчен профилактика парассипе ĕçлеççĕ. Конкурссем, спорт ăмăртăвĕсем, çамрăк армеецсен вăййисем, предмет олимпиадисем, акцисем ирттересси йăлара. Çак ĕçсем ăста ертÿçĕсем-учительсем, педагогсем, тренер-преподавательсем ертсе пынипе пулса пыраççĕ. Класс руководителĕ вара тĕп шăнăр пулса тăрать. Камран тĕслĕх илмелли пурах пирĕн. “Классный-классный – 2006” конкурсра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н.Андреева çĕнтерчĕ. Сакăр класс ертÿçи республикăри “2006 çулхи лайăх класс руководителĕ” конкурса хутшăнчĕ.

Воспитани парасси – вĕçĕмсĕр ĕç. Анчах кашни çемьерех тивĕçлĕ пулса пыраймасть-ха вăл. Йывăр шăпаллă çемьесенех илер. Вĕсенче çитĕнекен хăш-пĕр ача преступлени çулĕ çине тăрать. Ахальтен мар республика Президенчĕ Н.Федоров ку енĕпе час-часах çакăн пек ваттисен сăмахне илсе кăтартать: “Япăх тыр-пул тухăçĕ – çулталăклăх, япăх ачасем – ĕмĕрлĕх хуйхă”. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕпе педагогсен ачасене воспитани парасси тĕллевлĕ пулса пымалла.

Çуллахи вăхăтра 1500 ача ĕçпе кану тата сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче канчĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 232 çитĕнекен ăрăва вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Канăва туллин йĕркелес тесе тĕрлĕ çулри ачасен своднăй отрячĕсем ĕçленĕ. Вĕсемпе ăмăртусем йĕркеленĕ, вăйăсем вылянă, конкурссенче тупăшнă, экскурсисене çÿренĕ. Урам отрячĕсем концертсем, спектакльсем лартнă. Ку енĕпе уйрăмах Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Туçари, Ыхра Çырминчи, Шăнкăртамри, Алманчăри, Аслă Чементи тата ытти шкулсенчи ачасем тăрăшулăх кăтартнă.

Пурне те кирлĕ пек пурнăçласа пыратпăр теме те иртерех-ха. Çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвасси ÿсни шухăшлаттарать.

Турханти шкулта “Юлнă пуянлăх” (ертÿçи О.Сымова), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта “Çурт” (И.Терентьева), Ыхра Çырминче – “Çамрăк джагилецсем” (З.Тазетдинова), Пăлапуç Пашьелĕнче “Çеçпĕл çеçкисем” (А.Козлов), Тутар Сăкăтĕнче “Аргамак” (Ч.Вахитова) ача-пăча пĕрлешĕвĕсем ĕçлени тĕпчев ĕçне хутшăнма, малашлăха аталантарма пулăшатех.

Ачасен творчество çуртĕнче “Ачалăх планети” пĕрлешÿ йĕркеленĕ. Кăçал пуçласа районти ача-пăча организацийĕсемпе учрежденийĕсен пĕрремĕш слет-фестивалĕ иртрĕ. “Туслăх фестивальне” хутшăнни те нумайлăха асра юлĕ.

Çемье, шкул, общественность – ачана воспитани пама хутшăнаканскерсем. Вĕсем пĕлĕве аталантарас, мораль категорийĕсене йĕркелес ĕçе сахал мар тÿпе хываççĕ. Анчах пурне те кирлĕ пек туса пырасси çитмест-ха. Çавăнпа та ачана ăшă сăмахпа, ырă ĕçпе, кăтартуллă тĕслĕхпе тĕрĕс воспитани парса ÿстерме тăрăшмалла. Çамрăкранах физкультура занятийĕсене явăçтармалла. Тăван çурта, унăн пурнăç йĕркине, çемье традицийĕсене ăнланма, юратма вĕрентмелле. Çĕре юратмалла. Ун тăрăх пиртен аслисем çÿренĕ, пире валли эткерлĕх хăварнă.

Педагогсен ĕçĕ йывăр тата яваплă. Çемьепе килĕшÿре пулса вĕсен ачасене пурнăç пĕлтерĕшне ăнланса пулăшмалла, лартнă тĕллевĕсем патне çитермелле.

Кун йĕркинчи ыйтупа калаçмалăх пур. Сăмах илнĕ çутĕç пайĕн консультаципе диагностика центрĕн директорĕ Н.Анисимов вĕренекенсене шкул стени хыçĕнчи пурнăçа халех курма вĕрентме кирлине палăртрĕ. Хăш-пĕр ача наука храмне ашшĕ-амăшĕ вăрçасран утнине пĕлтерчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ Л.Комиссарова йывăр шăпаллă çемьери ачасем йĕркене пăснине асăнчĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕпе педагогсен патрульне йĕркелесе кашни ялтах ĕçлеттерсе яма кирлине палăртрĕ. Ку енĕпе Нăрваш Шăхальсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси секретарĕ В.Семенов йĕркене пăсасси ытларах каçхи вăхăтра пулнине каларĕ. Районти творчество çурчĕн ертÿçи В.Думилина ачасене урокран пушă вăхăтра явăçтарма пулăшакан кружоксен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе çыхăну çуккине палăртрĕ. Хăш-пĕр кружока ертсе пыма специалистсем çитменнине каларĕ. Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.Бахматова ачасене сывлăхлă çитĕнтерес ĕçри ÿсĕмсем çинче чарăнса тăчĕ. Ятарлă “Сывлăх” программа йышăннă кунта. Ирхи физзарядкăран пуçласа физкультминуткăсем тăвасси йăлара. Хусканусăр тăратмаççĕ ачасене. Хоккей команди çитĕнÿсем тăвать. Спорт зал çук пулсан та, йывăрлăха кĕрсе ÿкмеççĕ. Класс руководителĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Г.Тазетдинова сăмахĕнче те ăша хывмалли пулчĕ. Вăл саккăрмĕш класпа мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. “Кирек хăш ачашăн та шкул савăнăç çурчĕ пултăр. Çавăн чухне вăл вĕренÿ çуртне кăмăлтан утать”, терĕ педагог ашшĕ-амăшĕпе çирĕп çыхăнура пулнине палăртрĕ. Ачасен пĕлĕвĕпе куллен интересленнине пĕлтерчĕ. Предметниксемпе çыхăнса тăрса кашни вĕренекен мĕнле пĕлÿ илнине пĕлсе тăнине каларĕ. Сăмах илес текенсем тата та пулчĕç. Анчах вĕсен хушшинче чунне уçса парас ĕмĕтлĕ ашшĕ-амăшĕ курăнмарĕ. Педагогсем çакнашкал проблемăсене пĕр хутчен çеç мар хускатаççĕ-ха. Кашни ашшĕ-амăшĕ патне çитеймест вăл. Йывăртарах шăпаллă çемьесенчи аслисем шкулти пухусене те çÿремеççĕ. Пĕрлехи çыхăну пулмасан ăçтан-ха хăш-пĕр ачана кирлĕ пек воспитани парайăн. Шăпах çак ыйтусем ытларах пăшăрхантармалла общественноçа. Малашлăхра çакна шута илме сĕнчĕ пухăва хутшăнса сăмах каланă район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 декабря 2006
00:00
Поделиться