Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăçлани – куç умĕнче, малашлăхĕ – тĕллевсенче

Районта ял хуçалăх министерствин кунĕ иртрĕ. Вăл “Республикăри бюджет политики, граждансен чĕнĕвĕн çĕнĕ йĕрки, Чăваш Енри муниципаллă вĕренÿре республика программисене пурнăçланин итогĕсем, вĕсене ĕçе кĕртмелли тĕллевсемпе проблемăсем” ыйту тавра пычĕ. Района республикăри министрсен кабинечĕн председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Малтанах вĕсем район пуçлăхĕпе Н.Глуховпа тĕл пулчĕç, кун йĕркипе çыхăннă ыйту тавра сăмах пуçарчĕç. Унтан Михаил Васильевичпа Николай Иванович “Звезда” ял хуçалăх предприятине çитрĕç. Кооператив кăтартуллă аталанса пырать. Уй-хиртен илекен тухăç самаях пулчĕ кăçал кунта. Çакă выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарма май парать. Кирек хăш витере те туллиех вĕсем. Сăвăнакан 100 ĕне тытаççĕ. Халĕ кашнийĕшĕнчен талăкра вун пĕршер килограмм илеççĕ. Çакă иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчи сăвăмпа танлаштарсан та пысăкрах. Çитĕнĕве тума рациона тулăх тытса тăни те пулăшать. Пăрусен талăкри ÿт хушаслăхĕ 612 грампа танлашать.

Сыснасем те йышлă хуçалăхра. 1000 пуçа яхăн. Иртнĕ çулхинчен те ытларах вĕсем. Тĕп амасене çулталăкра икĕ хутчен çăвăрлаттараççĕ. Кашнийĕнчен вăтамран 20-шер çура илнĕ. Самăртакан ушкăнрисем талăкра 500 грамм ытларах ÿт хушса пыраççĕ. Тепĕр ырă япала та пур. Унчченрех çĕр улми, выльăх кăшманĕ хунă хранилищисене пушă тăратмаççĕ. Пĕринче самăртакан сыснасене усраççĕ. Тăкакĕ сахал. Электричество пĕтмест. Ай сарăмне вăхăтран-вăхăта çеç улăштараççĕ.

Хуçалăх ăратлă сысна амисем, аçисем çитĕнтерсе сутас тĕлĕшпе ĕçлет. Вĕсенчен тупăш кĕртет. Çавăнпа аш-какай хăй хаклăхĕ пысăк мар кооперативра. Паянхи кун чăх ферми, лаша вити, вĕлле хурчĕсем тытни те кăмăллă. Министерство кунне хутшăннисене çак ыйтусемех Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирминче те интереслентерчĕç. Кунта Михаил Васильевич Алманчă ял тăрăхĕн электронлă хуçалăх кĕнекин ĕçне йĕркелесе пынипе те паллашрĕ. Ял хуçалăх министрĕ район уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче аван ĕçлесе пынине палăртрĕ. Кăçалхи 11 уйăхра мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 5273 тонна аш-какай (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 109, 7 процент), ял хуçалăх организацийĕсенче 1120 тонна (116 процент), 28388 тонна (103, 5 процент) сĕт туса илнĕ.

Обществăлла секторта 4522 ĕне выльăх, вăл шутра 1493 сăвăнаканни, 8254 сысна, 465 лаша тытаççĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан сысна йышĕ самаях ÿснĕ. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кирлĕ чухлĕ апат хатĕрленĕ.

Агропромышленность комплексне аталантармалли наци проекчĕпе килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх витисем тума кивçен укçа параççĕ. Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирмин ĕçченĕсем шăпах çавăнпа усă курса аркăллă сысна витине анлăлатма шутлаççĕ. “Красное знамя” кооператив 19 миллион тенкĕлĕх, “Труд” хуçалăх 8 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ ферма тума, “Звезда” (5 миллион тенкĕ) пур хуралтăсене реконструкцилеме шут тытса бизнес-плансем хатĕрленĕ, заявка панă.

Ял хуçалăхĕнчи çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕр илме пулăшас тĕллевпе палăртнă лимитран иртсе 5 миллион тенкĕ укçа ĕçе кĕртни те савăнтарать. Республикăра хушма хуçалăха аталантарма уйăракан кредитăн 10 процентне (170 миллион тенкĕ ытла) пирĕн район çыннисем илме кăмăл тунă. Хуçалăхсенче энерги перекетлекен çĕнĕ технологисене усă курасси йăлана кĕрсе пырать.

Информаци ушкăнĕн ытти членĕсем “Исток” çĕрĕç фирминче, “Труд” кооперативра, “Батыревский” улма-çырла питомникĕнче пулчĕç. Халăхпа тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтупа калаçрĕç.

Районăн инвестици программи хăвăрт аталанса пырать. Малашлăхра физкультурăпа спорт комплексне реконструкцилемелле. Тĕп больница çумĕнче хушма строительство тумалла, котельнăйсене модернизацилемелле, “Дружба” кинотеатр зданине тĕпрен юсаса бракосочетани керменĕ тумалла, шыв кĕртессипе ĕçлемелле тата ытти те.

Министерство кунне райадминистраци залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятипе организаци ертÿçисем хутшăнчĕç. 6 специалиста ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев çурт-йĕр туянма тата тума май паракан тавăрса памалла мар субсиди илме свидетельство пачĕ. Кăçал çак çăмăллăхпа 70 çемье усă курнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 декабря 2006
00:00
Поделиться