Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрле ĕçлени усăллă

Патăрьел район администрацийĕн залĕнче “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕн политикăлла совечĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна политсовет секретарĕ, район пуçлăхĕ Н.Глухов уçса ертсе пычĕ. Унта декабрь пуçламăшĕнче Екатеринбургра иртнĕ партин VII съезчĕн итогĕсене тата районти организаци умĕнче унăн решенийĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе тăракан задачăсене сÿтсе яврĕç. Николай Иванович тунă доклад тăрăх политсоветăн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи А.Казенов, “Единая Россия” партин районти штабĕн начальникĕ Г.Афанасьев, “Çăкăр” музей директорĕ Г.Ялуков тата ыттисем те тухса каларĕç.

“Единая Россия” партине туса хунăранпа пилĕк çул çитрĕ. Ку вăл нумай та, сахал та мар. Асăннă тапхăрта пирĕн çĕр-шывра, çавăн пекех районта та пысăк та ырă улшăнусем нумай пулчĕç. Сивлекенсем тупăнаççĕ пулин те, çĕнелнĕ самантсем куç умĕнчех. Район экономики аталанса пырать, халăхăн пурнăç шайĕ ÿсет, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас, пурăнмалли çурт-йĕр тăвас, ял хуçалăхне аталантарас енĕпе йышăннă приоритетлă наци проекчĕсем пурнăçланса пыраççĕ. Районта çут çанталăк газне кĕртес ыйтăва татса панă, çул-йĕр тăвас ĕç хăвăртлăхĕ ÿссе пырать. Çакăнта “Единая Россия” партин тÿпи те пысăк. Мĕншĕн тесен вăл Раççей Президенчĕ В.Путин тата Чăваш Ен ертÿçи Н.Федоров тытса пыракан пуçарусене ырлать, пулăшса пырать. Кăна халăх та ăнланса илчĕ ĕнтĕ. Акă, Патăрьел районĕнчи суйлавçăсен 46 проценчĕ иртнĕ Патшалăх Думин суйлавĕ вăхăтĕнче “Единая Россия” партишĕн сасăланăччĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйланă чухне вара çак кăтарту 52 процента çитрĕ. Халĕ, сăмахран, ПКра 44 депутатран 31-шĕ – асăннă партин элчисем. Вĕсем çак политикăлла юхăмăн тĕп задачине – Раççей гражданĕсен пурнăç шайне хăпартассине тата патшалăха çирĕплетсе пырассине – пурнăçлас енĕпе чылай витĕм кÿреççĕ. Ку вăл, тĕрĕссипе каласан, патшалăхăн тĕллевĕ те.

“Единая Россия” партипе çывăх пулни Чăваш Еншĕн питĕ усăллă. Вăл Патăрьел район халăхĕшĕн те çавах. Пурнăç çине çÿлте вĕçсе мар, çĕр çинче, ура çинче тăрса пăхмалла. Çĕнтерекен парти кирек мĕнле патшалăхра та хăйĕн вăйĕпе витĕм паратех. Уйрăммăн илсен, уншăн нумай сасă паракан регионсене укçа-тенкĕпе те лайăхрах пулăшать. Ав, кÿршĕ Тутар Республики 80 процент таран единороссемшĕн сасăлать. Пĕрлех Мускавран дотаци укçине те ытлăн-çитлĕнех илет. Мĕнрен начар ку халăхшăн!

Политсовечăн анлă ларăвĕнче кашни тухса калаçаканăн сăмахĕсенченех лайăх палăрчĕ çак шухăш, мĕншĕн тесен, тепĕр çул татах анлă пĕлтерĕшлĕ суйлав – Раççей Патшалăх Думине çĕнĕрен суйламалла. Хальлĕхе палăртнă тăрăх вăл декабрĕн 2-мĕшĕнче пулмалла. Вăт çакăнта пирĕн питĕ тимлĕ пулмалла: хамăр сасăсене тем те пĕр шантаракан темле ушкăншăн е пилĕк çул çирĕп çул тытса пыракан Президентпа алла-аллăн утакан “Единая Россия” партишĕн памалла; Паллах, иккĕмĕшне. Çапларах шухăшлаттарасчĕ районта пурăнакансене – тĕв тытрĕç политсовет членĕсем юлашкинчен, малашне çапла ĕçлеме палăртрĕç.

Анлă лару ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен “Единая Россия” списокĕпе кĕнĕ А.Максимов депутат тата “Единая Россия” партин Чăваш регион ĕçтăвкомĕн представителĕ В.Скворцов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 декабря 2006
00:00
Поделиться