Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уçă турнира хутшăнса

Çĕнĕ Шупашкарта каратэн “сэтокан” енĕпе уçă турнир иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикинчи мĕн пур районсенчен 400 ытла спортсмен пухăнчĕ. Район чысĕшĕн Дима Софронов, Ваня Терентьев, Коля Смирнов, Леша Константинов кĕрешрĕç.

Каратэ федерацийĕ турнира “ката” тата “кумитэ” мелĕсемпе йĕркелерĕ. Дима Софронов 11 çулхисем хушшинче “ката” мелпе кĕрешсе ылтăн медале тивĕçрĕ, “кумитэ” мелĕпе иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Çак ăмăртура çĕнтернĕ спортсменсен Чăваш Республикин чысне 2007 çулхи январьте Мускавра хÿтĕлемелле пулать, вăл шутра Дима Софроновăн та.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 декабря 2006
00:00
Поделиться