Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван ялăм, савнă ял :Сител

Илемлĕ вырăна вырнаçнă ял. Кăнтăр енчен килекен вăрманăн сиплĕ сывлăшĕ кăкăр тулли уççăн сывласа сывлăха çирĕплетме пулăшатех. Хĕвел тухăç енчи таса çăл куçсен кÿлли илĕртÿллĕ. Çуллахи вăхăтра мĕн пур халăха хăй патне пуçтарать вăл. Ватти-вĕтти, çитĕнни ял уявне ирттерет унта. Шкул ачисем похода килеççĕ. Кăвайт чĕртсе тĕрлĕ ăмăрту ирттереççĕ, вăйă выляççĕ.

Ял çынни ялах пулăшать

Ялăн тепĕр ырлăхĕ те пур. Район центрĕнчен кунта куллен 4 хутчен маршрутлă автобус пырать. Çакăнта район пуçлăхĕпе Канашри пассажирсене илсе çÿрекен автотранспорт предприятийĕн ертÿçин Р.Мясниковăн тÿпине кураççĕ ял йышсем.

Ятлă-сумлă çемье

Тĕслĕхе вуншарăшне илсе кăтартма пулать. Пуринчен мала Хомуткинсене хурас килет. Валентина Дмитриевнăпа Николай Васильевич тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ури тупанĕсене çĕре тивертмесĕр ĕçе çÿресе ывăл-хĕрне лайăх пăхса ÿстерчĕç. Çемье пуçлăхĕ трактористчĕ. Ятран панă парнесемпе тав хучĕсем шутсăр унăн. Мăшăрĕ почтальонкăра чылай ĕçлерĕ. Вăхăтĕнче пайсем илни те хуçалăх экономикине тĕреклетме, ачисене малалла вĕренсе пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшрĕ. Ялта пуçласа газ вĕсем патĕнче чĕртрĕç. Паян вара мăнукĕсемпе киленсе çеç пурăнмалла ватăсен. Надя çемьеллĕ, Шупашкара тĕпленнĕ. Таня Пăлапуç Пашьел шкулĕн учительници, яла качча тухнă. Галя Çĕнĕ Ахпÿрт, Люда Анат Туçа кинĕсем. Тĕпе юлакан Алик техникумра вĕренет.

Кас çĕнелет çынсен вăй-халĕпе,

йыш хушăнать çемье çуралнипе

162 хуçалăх мăрйинчен тĕтĕм тухать. Вĕсенче 567 çын пурăнать. Çуртсене газпа хутса ăшăтаççĕ. Кашни 13 çемьене çăмăл е груз турттаракан автомашина тивет. 17 хуçалăх лаша, иккĕшĕ трактор тытать.

Кăçал ялта 4 ача çуралнă. Первомайски ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен Леонидпа суту-илÿ пĕрлешĕвĕнче вăй хуракан Татьяна Сахаровсен вăл – çемьери пĕрремĕш.

Çитейрĕç тăхăрвунна, утаççĕ 100 çула

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, теççĕ. А.Павлова вара сахал мар уй урлă утăмларĕ тата 7 çултан 100 çулне паллă тума ĕмĕтленет. Тяни аппа хĕрĕпе, кĕрÿшĕпе пурăнать. Мăнукĕсем те ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Пĕри – çĕр-шыв хуралĕнче. Иккĕмĕшĕ – республика тĕп хулинче. Лисицынсен ăрăвне малалла тăсакан Федя вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн училищĕне çул тытрĕ.

Ар çынсенчен тĕреклисен йышне Г.Игнатьева кĕртмелле. Георгий Васильевич мăшăрĕпе кун кунлать. Ултă ача çитĕнтерсе çунат парса вĕçтернĕ вĕсем.

Ĕçлĕхлĕхпе палăраççĕ

Ялта пурăнакан çын выльăх-чĕрлĕх усратех. Ĕне тытнин усси те пур. Б.Черновсен, И.Соколовсен çемйисем витри-витри ытлашши сĕте патшалăха сутаççĕ. Васильевсен çемйи те ĕçлĕхлĕ. Лаша, ĕне, йышлă сысна усраççĕ вĕсем. Лидия Романовнăпа Иван Николаевич 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Толя, Коля, Лена аслă шкултан вĕренсе тухнă. Настьăпа Света та университет дипломĕсене илесшĕн.

Çурчĕсем ача сассипе пуянччĕ

Саккăрăн сак тулли чупакан ачаллă çемье çук ялта. Маларах вара вуннăран ытларах çуратнисем те пурччĕ. Н.Соколова, И.Мамуткина, А.Козлова мăшăрĕсемпе çитĕнекен ăрăва сывлăхлă пăхса ÿстерессишĕн сахал мар тăрăшрĕç. Хăвна савăнма ача-пăча çуратма сĕнеççĕ, куççуль шăлма умма саппун çакмалла, теççĕ. Вуннăшне-вуниккĕшне пĕрле ÿстернĕ чухне тĕрли пулатех çав ĕнтĕ.

Кĕрхи призыва пуçлаканĕ

Кĕркуннехи çар призывне районта чи малтан Сител каччи пурнăçларĕ. С.Анисимова чыслăн ăсатрĕç. Канашри ăсату самантне Чăваш телевиденийĕ те ÿкерсе илнĕччĕ. Ăна ял йыш кăмăлтан пăхрĕ. Сергей Мускав облаçне лекрĕ. Служба йĕркеллĕ иртсе пыни çинчен хыпарласа савăнтарать. Тивĕçлĕ канăва тухнă ашшĕпе амăшĕшĕн кунран пахи мĕн пултăр. Раиса Алексеевна халĕ те ĕçе çÿрет-ха. Медицина пунктĕнчи тирпей-илеме тытса тăрать.

Ватта сума сăвакан хăй те ырă куратех

Çурта килекен кине хĕр вырăнне йышăнакансем пăянамăшпе те пĕр çăварта пурăнаççĕ. Çÿп-çапа урама кăларасси çук вĕсен, пĕр-пĕрне сивĕ сăмахпа кÿрентермеççĕ. Çакнашкал çемьесем те пайтах ялта. Тĕслĕхе Козловсене илме пулать. Татьяна Николаевнăпа Мария Захаровна кÿршисемшĕн, çамрăксемшĕн, ял-йышшăн кăтартуллă. Оксана Валерьевнăпа Зинаида Леонтьевна Хомуткинасем пирки ăшă сăмах çеç каламалла. Хунямăшĕ 30 çул библиотекăра ĕçлерĕ. Ял хушшинчи çын кинне те хăй пекех правур, сăпайлă, çепĕç пулма хăнăхтарать. Тивĕçлĕ канăва тухнăран библиотекăна та ăнах шанса хăварчĕ.

Каçсем кичем иртмеççĕ

Хĕллехи каçсем вăрăм. Кил хушшинче ĕçĕ те сахал. Çурт хутмалла мар. Выльăх-чĕрлĕхе пăхнă хыççăн çын хушшине те тухас килет. Клубпа библиотека шăпах кану вырăнĕсем шутланаççĕ. Вулавăшра та мероприятисем иртеççĕ. Акă, Л.Чернова медицина сестри СПИД темипе калаçу ирттерчĕ. Унта Пăлапуç Пашьел шкулне çÿрекен аслă класс ачисем хутшăнчĕç. О.Хомуткина библотекарь мини-викторина йĕркелерĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 декабря 2006
00:00
Поделиться