Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнче – пĕрремĕш банкомат

Декабрĕн 15-мĕшĕнче Патăрьел район историне тепĕр ырă ĕç çырăнчĕ. Çак кун Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-мĕш номерлĕ уйрăмĕн çуртĕнче пĕр-ремĕш банкомат уçăлчĕ. Мĕнле тивĕçтерÿ çăмăллăхĕсем кĕтеççĕ-ха клиентсене; “Сберкарт” пластика картипе малашне çынсем укçа илме, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн, тĕрлĕрен кредитшăн татăлма пултараççĕ.

Пластика картипе çыхăннă мероприятисем 2005 çулхи сентябрьтех, кассăсенче вĕсемпе усă курмалли пункт уçăлсанах, пуçăннă. Çак тĕллевпе перекет банкĕн уйрăмĕн клиенчĕсем те пысăк пулăшу панă. Хальхи вăхăтра, сăмахран, халăхра 1800 банк карти. Асăннă кунтан пуçласа вĕсене талăкĕпех банкомат урлă тивĕçтерĕç.

Банк картипе ĕçлеме пуçланă малтанхи клиентсем “ВолгаТелеком” уçă акционер пĕрлешĕвĕ, “Чувашсетьгаз” уçă акционер пĕрлешĕвĕ, “Батыревский пассажирский перевозчик” тулли мар яваплă пĕрлешÿ тата ыттисем те шутланаççĕ. Паянхи куна районти предприятисемпе, организацисемпе банк картипе ĕç укçи илме 32 килĕшÿ тунă. Ку ĕç малалла та пырать. Кунсăр пуçне район ĕçченĕсем банк картипе хăйсен тĕллевĕпе – укçа хурса ăна кирек хăш вăхăтра илме те пултараççĕ. Урăхла каласан çак меслет шанчăклă та, меллĕ те.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш банкомата уçнă çĕре район пуçлăхĕ Н.Глухов, Раççей Перекет банкĕн 8613-мĕш номерлĕ Чăваш уйрăмĕн управляющи çумĕ В.Шугаев, “ВолгаТелеком” уçă акционер пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ И.Соловьев, Патăрьелĕнчи перекет банкĕн управляющийĕ М.Ямалиев хутшăнчĕç. Пухăннисене Патăрьел Перекет банкĕн управляющи çумĕ А.Григорьев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 декабря 2006
00:00
Поделиться