Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Интереслĕ эрне

Чăваш чĕлхипе литература эрни кашни çулах тĕрлĕрен иртет. Кăçал та вăл анлă программăпа пулчĕ. 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем “Эпир – пĕчĕк Çеç-пĕлсем” литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕç. 9-мĕш классемпе Н.Никитина вĕрентекен КВН ирттерчĕ. 10-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе Г.Генералова вĕрентекен Яков Ухсай пултарулăхĕ тăрăх конференци йĕркелерĕ. Унта лайăх калаçакансем М.Гаврилова, И.Аляшкина, И.Кудрявцева, Т.Шуварова пулчĕç.

Эрне тăршшĕпех коридорти аслă классенче вĕренекенсем Хусанкай çинчен кăларнă стена хаçачĕсем ачасене илĕртрĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 декабря 2006
00:00
Поделиться