Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеш призĕшĕн ăмăртса

Первомайски вĕрентÿ центрĕн спорт залĕнче вун улттăмĕш хут Н.Кузьмин призне çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртрĕ. Малтанхи кун унта хĕрсен, иккĕмĕшĕнче ар çынсен командисем ăмăртрĕç. Вăййа 13 ушкăн хутшăнчĕ. Хĕрсенчен “Батыревский” пĕрлешÿ команди пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи “Химик” – иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ар çынсенчен “Химика” çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшне ДРСУ, виççĕмĕшне Патăрьел ял тăрăхĕн командисем тухрĕç. Чи лайăх тапăнса вылякан ятне “Химик” командăри С.Долгов тивĕçрĕ. Куракансен симпатине ДРСУри В.Иванов çĕнсе илчĕ. Ăмăртусене тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе Первомайски вĕрентÿ центрĕн учителĕ С.Лукин сахал мар тăрăшрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 декабря 2006
00:00
Поделиться