Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Влаçа ним вырăнне те хумаççĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ хыççăн Патăрьел ял администрацине хăй халиччен йышăннă вырăнтан кăларса янă тенине илтсен питĕ тĕлĕнтĕм. Ку япала паян Патăрьел ял тăрăхĕн ĕç тăвакан органĕнче вăй хураканскерсене çеç мар, мана та, вăхăтĕнче Патăрьел ял Советĕнче нумай çул ĕçленĕ пенсионера та хумхантарса ячĕ. Шухăшлатăн та, влаçа, ял тăрăх пуçлăхне, унăн аппаратне “Батыревский” ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертÿçисем ним вырăнне хумаççĕ. Чĕрĕк ĕмĕр пĕр çуртра ларни те ним мар вĕсемшĕн. Эпĕ ас тунă тăрăх, 80-мĕш çулсенче совхозра ĕçлекенсем валли икĕ хутлă çурт тума палăртнăччĕ. Çав вырăнта ун чухне ял Совечĕ ларатчĕ. Совхоз администрацийĕпе ял- ĕçтăвком çапларах ки-лĕшÿ çырса хатĕрлерĕç: “Ял Совечĕ хăй вырăнне пурăнмалли çурт тума панăран ăна совхоз кантурĕн пĕрремĕш хутĕнче ĕç пÿлĕмĕсемпе тивĕçтермелле”. Çапла турĕç те. Ял Совечĕн депутачĕсем валли сесси-лару ирттерме пысăк зал та, çăмăл автомашина лартма гараж та пурччĕ. Тепĕр 20-25 çултан унтан нимсĕр кăларса ярасса шухăшлама та пултарайман.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 декабря 2006
00:00
Поделиться