Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Парти пилĕкçуллăхне халалласа

Пĕтĕм Раççейри “Пĕрлĕхлĕ Раççей” (“Единая Россия”) партине туса хунăранпа 5 çул çитнине халалласа Патăрьел районĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсенчен пĕри – уçă волейбол турнирĕ. Ăна партин вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе шăматкун йĕркелерĕç. Унта республикăри район администрацийĕсен командисем хутшăнчĕç. Чиновник-спортсменсене ăмăрту пуçланас умĕн Патăрьел район пуçлăхĕ, партин вырăнти уйрăмĕн политсовечĕн секретарĕ Н.Глухов тата Канаш район пуçлăхĕ В.Софронов саламларĕç, парти сывлăхлă пурнăç йĕркине çирĕплетес енĕпе пуçаруллă ĕçленине палăртрĕç, пысăк çитĕнÿсем сунчĕç.

Ăмăртусем Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулĕн çĕнĕ çуртĕнче пычĕç. Кунта харăсах икĕ спорт залĕнче выляма май пур: кĕрешме меллĕ, куракан халăха та сăнаса пыма, хавхалантарма условисем туса панă. Патăрьелсем Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ волейболистсен вăййисене пысăк хавхаланупа пăхса тăчĕç.

Хĕрÿ тупăшусенче Патăрьелсем хăйсем ыттисенчен вăйлăраххине кăтартса пачĕç. Иккĕмĕш вырăна Çĕрпÿ район администрацийĕн команди çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕшсем Канашсем пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин районти штабĕн начальникĕ, “Юхма” рынок директорĕ Геннадий Афанасьев хаклă кубокпа, дипломсемпе наградăларĕ, парнесем пачĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 декабря 2006
00:00
Поделиться