Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăла шывĕ çĕнĕ çулпа юхать

Пăла шывĕ çуркунне пăр кайнă вăхăтра çыранран тухса тем сарлакăш сарăлатчĕ. Мĕн чухлĕ çынна нушалантарман-ши вăл çак вăхăтра. Чăн-чăн инкек кăларса тăрататчĕ. Выльăх-чĕрлĕх таран куçарма тиветчĕ вĕт, улма шăтăкĕсене шыв тулатчĕ. Пăла çыранĕ çулсерен ишĕлсе пырса хăш-пĕр ял çумнех çитнĕччĕ.

Темиçе çул каялла вара уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсене тÿрĕлетме шутларĕç. Чи малтан Вăтаел, Анат Туçа, Тутар Тимеш, пĕлтĕр Каншел, Кивĕ Ахпÿрт ялĕсен тĕлĕнче хĕрÿ ĕç пычĕ. Пăла шывĕ кукăр-макăр çулпа авкаланса мар, тÿрĕ йĕрпе юхма пуçларĕ. Халĕ Кивĕ Катек ялĕ çывăхĕнче тÿрĕлетеççĕ. Çĕнĕ шыв юххи киввинчен 150 метр айккинерех пулать, çухрăм çурă тăсăлать. Палăртнă ĕçĕн иккĕ виççĕмĕш пайне пурнăçланă ĕнтĕ. Декабрь уйă-хĕнче вĕçленмелле. Пăлана тÿрлетме федераллă бюджетран 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительство ĕçĕсене “Шыгырданы” тулли мар яваплă пĕрлешÿ пурнăçлать.

Планпа пăхнă тăрăх, малашне çакăн пек ĕçе тата сакăр ял çывăхĕнче тумалла.

Пăлана тÿрĕлетнин усси куç умĕнче. Кăçалхи çуркунне Кивĕ Ахпÿртсем шыв-шурпа пĕрре те тертленмерĕç. Çĕнĕ çырантан ейÿ тухса урама, картишсене шыв тулмарĕ, пăр та капланмарĕ. Ку урамра пурăнакансем хăйсене çак инкекрен хăтарнăшăн район, республика ертÿçисене тав туса пĕтереймеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 декабря 2006
00:00
Поделиться