Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ

Аслă Чементи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Класс ертÿçи В.Мурзакаев та ачасем анлă тавра курăмлă, туслă, хастар пулччăр тесе интереслĕ ĕçсем, калаçусем нумай ирттерет. Тăххăрмĕшсем вĕренÿре те, спортра та, обществăлла ĕçсенче те яланах малтисен ретĕнче.

А.Меркурьева, Д.Дубинин, Д.Иванов районта иртекен “Наука. Творчество. Аталану” конференцире çулсерен малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пĕлтĕр, акă, Анжела вырăс чĕлхипе, Дима “Следы Мезозойского моря” темăпа, кăçал Денис правопа 2-мĕш степеньлĕ дипломсемпе таврăнчĕç.

Тĕрлĕ предметпа районта иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсенче. Акă, Дима Иванов 6-мĕш класра краеведенипе 2-мĕш, 7-мĕш класра математикăпа, 9-мĕш класра обществознанипе тата правопа 1, 2-мĕш тухма пултарчĕ. Кăçал А.Меркурьевăпа, Д.Дубинпа пĕрле право марафонĕнче 2-мĕш пулчĕç. “Чĕвĕлти чĕкеç” конкурсра каллех çак ачасем тата В.Чернова нумай балл пухса тĕп оргкомитет председателĕ, Н.Мерлина профессор алă пуснă дипломсене тивĕçрĕç.

Анжелăпа Дима вырăс чĕлхипе иртекен “Русский медвежонок” конкурса хутшăнса харăсах икĕ çул дипломсем илчĕç, Денис Иванов унта хастар хутшăнчĕ. “Тантăш” хаçат ирттернĕ “01” сочиненийĕсен конкурсĕнче пĕлтĕр Анжела хавхалантару призĕ илме тивĕç пулчĕ.

Шкулта спортпа чи туслă класс тесен те йăнăш пулмĕ. Н.Иванова, А.Медведева, Д.Иванов, Н.Зотов районта та яланах малтисен шутĕнче. Çуран 500, 1000 метра чупса Нинăна, йĕлтĕрпе тата çуран чупса Настьăна районта никам та илейман-ха хальлĕхе. Настя Медведевăн районта физкультурăпа иртекен олимпиадăсенче те лайăх кăтартусем. Ытти предметсемпе те “4” тата “5” паллăсемпе çеç вĕренсе пырать вăл. Ташăсенче вара чăн-чăн профессионал тейĕн. 2006 çулхи май уйăхĕнче вăл Турцире иртнĕ тĕрĕк халăхĕсен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнче лауреат ятне çĕнсе илчĕ. Шкулти “Ассорти” ташă кружокĕ пĕлтĕр “Салют Победы” смотр-фестивальтен лауреат пулса таврăнчĕ.

Дима Иванов çинче чарăнса тăрас килет. Пур çĕре те ĕлкĕрет çак пултаруллă та питĕ ĕçчен каччă. “5” паллăсемпе çеç вĕренет, сăвăсене вăйлă туйăмпа калама пултарать. 6-мĕш класра Раиса Сарпи поэтесса ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕн дипломне, пĕлтĕр вара “Стихи о войне” конкурсра хăйĕн сăввипе 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Экологипе республикăри конференцире IV вырăна тухма пултарчĕ. Класри Е.Тиль 5 çулта чухнех çĕмĕрĕлнĕ электричество сăмаварне тунă. Вăл çăмăллăнах кил-çуртра усă куракан тĕрлĕ япала нумай хутчен çынсене юсаса панă. Схема тăрăх радио пуçтарма пултарнă. Малашлăхĕ çак каччăн пысăк пуласса шанас килет.

Тăххăрмĕшсем ĕçре те маттур, канма та пĕлеççĕ. Кĕрхи бала питĕ кăсăклă ертсе пычĕç. Кашни çулах çул çÿреве каяççĕ, Шупашкарта, Шуршăлта экскурсире пулчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 декабря 2006
00:00
Поделиться