Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕслĕх вулавăш - ачасемшĕн, газ çутни пысăккисемшĕн парне

 

 Иртнĕ эрнекун район историйĕшĕн тепĕр паллă кун пулса çырăнса юлчĕ: 11 сехетре Патăрьелĕнче ачасен пĕрремĕш тĕслĕх вулавăшĕ уçăлчĕ, Пикшик ял тăрăхĕнчи виçĕ культура çуртĕнче - Тикешре, Именкассинче, Еншикре, Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çуртĕнче газ çутрĕç. Пĕрремĕшĕ шăпăрлансемшĕн, ачасемшĕн пысăк парне, иккĕмĕшĕ вара аслă пиччĕш-аппăшсемшĕн, çитĕннисемшĕн пысăк савăнăç.

Районта республика Президенчĕн программисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе курăмлă та конкретлă ĕçсем чылай туса ирттереççĕ. 

- Хальхи вăхăтра район администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ачасен, çитĕннисен культурăлăхне ỹстерес, тавра курăмне анлăлатас тĕлĕшпе вырăнсенче унчченхи библиотекăсене çĕннисемпе, тĕслĕхлипе пуянлатасси, социаллă-культурăллă учрежденисене çут çанталăк газĕ илсе çитересси, ял хушшисене, урамсене шанчăклă çулпа çыхăнтарасси, ялсенче халăхăн ытлă-çитлĕ пурнăçĕшĕн тăрăшасси, хушма хуçалăха аталантарма кирлĕ условисем туса парасси, çамрăксене çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма кирлĕ мелсем тăвасси, çав вăхăтрах çынсене таса шывпа тивĕçтересси тата ытти те, - паллаштарчĕ район пуçлăхĕ Н.Глухов ялсенчи культура çурчĕсене газ çутма пуçтарăннă халăхпа тĕл пулнă чухне.

Пирĕн районта мĕн пурĕ 52 культура учрежденийĕ шутланать. Ку таранччен вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайне çут çанталăк газĕ çитнĕ. Çывăх вăхăтрах Çĕнĕ Ахпỹрт, Ишлĕ ял тăрăхĕсенчи хăш-пĕр культура çурчĕсене газпа хутса ăшăтма пикенмелле.

Çак кунхинех уçăлнă Патăрьелĕнчи тĕслĕх вулавăш вара шучĕпе районта вун виççĕмĕш пулчĕ. Вырăссем çак числона хисеплесех каймаççĕ, вăл ăнăçу, телей кỹмен паллă теççĕ. Ачасемшĕн вара вăл çак кунхинех тем пысăкăш савăнăç-парне пулчĕ. Ял тăрăхĕ тăрăшнипе вулавăша чылай çĕнетнĕ, тирпейленĕ, капăрлатнă. Зала çĕнĕ сĕтел-пуканпа пуянлатнă. Унсăр пуçне Культура министерстви 284 ача-пăча кĕнеки, тĕрлĕ информацисемпе пуян 132 диск, компьютер, телевизор тата ытти видеотехника уйăрнă. Урăхла каласан, ачасемшĕн вулав залĕнче хăйĕн тавра курăмĕшĕн тăрăшма мĕн пур услови пур. Çак паллă кун ячĕпе пуçтарăннă ачасене вулавăш ĕçченĕсене, кунта вăй хунă ветерансене, ашшĕ-амăшне Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ В.Николаев, республикăри ача-пăча библиотекин аслă методисчĕ Л.Ильина, райадминистраци представителĕ А.Марков, тĕслĕхлĕ вулавăш директорĕ Н.Исаева, библиотекăра нумай çул хушши ĕçленĕ Е. Юлдашевапа В. Николаева ветерансем тата ыттисем те саламларĕç, çĕнĕ условисенче тата лайăхрах ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 декабря 2006
00:00
Поделиться