Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инвалидсен кунĕ ячĕпе

 Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне районта та анлăн паллă турĕç. Пур ял тăрăхĕсенче те уяв каçĕсем йĕркелерĕç, концерт кăтартрĕç. Çакăн валли предприятисемпе уйрăм предпринимательсем 32 пин тенкĕ укçа уйăрчĕç.

Патăрьелĕнчи тĕп тата участокри больницăсенче, çемье врачĕн офисĕсенче çак кун умĕн ватăсемпе инвалидсен сывлăхĕсене тĕрĕслерĕç.

Социаллă хỹтлĕх центрĕнче ноябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 3-мĕшĕччен инвалид ачасен ỹкерчĕксен выставки ĕçлерĕ. А.Ильин (Патăрьел) пĕрремĕш, Д.Иванова (Первомайски) - иккĕмĕш, Е.Кошелева (Аслă Чемен) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем инвалид ачасем патне килĕрен çỹресе "Теприн хуйхине пайла" темăпа калаçу ирттерчĕç. Библиотекăра "Апатлану тата çирĕп сывлăх" ятпа выставка-буклет йĕркелерĕç. Социаллă центр ĕçченĕсемпе тĕп тата ял библиотекисенче ĕçлекенсем ветерансен çурчĕсенче "Туссенче савăнăç тупатăп" тĕл пулу каçĕсем йĕркелерĕç.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче 19 инвалид тỹлевсĕр мунча кĕчĕ, районти "Ырă ĕçсен уйăхлăхĕ" акци вăхăтĕнче 12 инвалида укçа-тенкĕпе тата тăхăнмалли япаласемпе пулăшнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 декабря 2006
00:00
Поделиться