Ял тăрăхĕсен тĕп ыйтăвĕ – бюджет
Ытларикун район администрацийĕн залĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсемпе структура подразделенийĕсен ертÿçисен пĕрлехи канашлăвĕ пулнă. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă. Канашлура ял тăрăхĕсем 2006 çулхи бюджета мĕнле пурнăçласа пынине, 2007 çулхи тĕллевсене пăхса тухнă.
Хăш-пĕр вырăнти администрацисенче бюджетра укçа пуррине пăхмасăрах ăна тĕллевлĕ усă курма тăрăшмаççĕ. Акă, сăмахран, Çĕнĕ Ахпÿрт, Туçа, Хирти Пикшик, Турхан тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче коммуналлă çăмăллăхсемшĕн паракан субсидине кирлĕ пек усă курмаççĕ. Чылай çемьесене вара çакнашкал çăмăллăх кирлех. Район пуçлăхĕ Н.Глухов канашлура ял тăрăх пуçлăхĕсем умĕнче çак ыйтăва çивĕчлетнĕ, ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке пулмаллине каланă.
Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче урамсенчи тирпей-илем çине тимлĕх уйăрманни те пăшăрхантарать. Каллех тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе кирлĕ пек усă курмаççĕ. Ку ыйтупа уйрăмах Çĕньял ял тăрăхĕнче конкретлăрах ĕçлемеллине палăртса хăварчĕ район ертÿçи.
Канашлура Республика Президенчĕн çĕр участокĕсен патшалăх кадастр учечĕ пирки калакан Указне вырăнсенче мĕнле пурнăçланине те пăхса тухнă. Ку тĕлĕшпе Сăкăт, Шăнкăртам ял тăрăхĕсен ырă тĕслĕхне палăртса хăварнă.
![]() |