Инвалидсен кунĕ ячĕпе
Пĕтĕм Тĕнчери инвалидсен кунне вырăнсенче ăнăçлă ирттерсе ярас, вĕсене саламлас, мероприятисем йĕркелес тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов ятарлă хушу кăларнăччĕ. Чылай ял тăрăхĕсенче çак куна начар мар паллă тунă. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай работникĕсемпе ял тăрăх специалисчĕсем маларах инвалидсемпе вĕсен çемйисен пурнăçпа йăла условийĕсене тĕпченĕ. Пенси фончĕн управлени-йĕнчен 36 инвалида 20 пин тенкĕлĕх, республика бюджетĕнчен пĕччен пурăнакан 56 инвалида 28 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.
Раççей Федерацийĕн инвалидсене социаллă хÿтлĕх памалли çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн, вĕсене кăçалхи вун пĕр уйăхра 2171, 8 пин тенкĕлĕх коммуналлă çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ.
Паянхи куна социаллă работниксем 187 пĕччен пурăнакан граждана пăхса тăраççĕ. Вĕсенчен 43-шĕ – инвалидсем.
Сывлăхран сусăррисем хăйсене ыттисемпе пĕр танах туйччăр тесе социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем вĕсемпе тăтăшах тĕр-лĕрен культурăллă, спорт мероприятисем те йĕркелеççĕ.
![]() |